Элĕк районĕн тĕп пульници

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Элĕк районĕн тĕп пульници
Элĕк, Чăваш республики
Форма районăн тĕп пульници
Никĕсленĕ вăхăт 1885 ç.
Тĕп тухтăр Фёдорова Т.Ю.
Характеристика
Уйрăм 9
Координатсем
Адрес 12-мĕш çурт, Октябрь урамĕ, Элĕк сали, Элĕк районĕ, Чăваш республики
Сайт МУЗ «Аликовская ЦРБ»

Шаблон:Антропогеокарточкăсем/Пĕрлехи тĕрĕслевсем

Элĕк районĕн тĕп пульнициЧăваш Енри Элĕк районĕн тĕп медицина центрĕ.

Пульницăн тĕп тухтăрĕ — Фёдорова Татьяна Юрьевна.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районăн тĕп хоспиталĕпе поликлиникин кун-çулĕ 1885 çулта пуçланать[1]. Ун чухне Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче холера мурĕ алхаснă пулнă. Çавна пула Элĕкре фельдшер пунктне уçаççĕ. Çак шайра вăл 1917 çулчен ĕçлет.

1920 çулта пульницă çурчĕн никĕсне хывнă. Пĕтĕмпех 1927 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче пысăках мар 2 йывăç çурта хута янă. Амбулатори çулталăк тăршшипе 6-7 пине яхăн çынна йышăнма пултарнă. Стационара вара ача çуратакансем валли 3 койкăпа тата чирлисем валли 7 вырăнпа çырлахтарнă. Пĕрремĕш тухтăр ĕç вырăнĕнче Чулхулари мединститутра пĕлӳ илнĕ Фёдор Павлович Наумов вăй хунă. Унсăр пуçне Лука Константинович Дианский фельдшер, тăваттă санитар хĕрарăм тепĕр кухарка тăрăшнă.

1931-34 çулсенче районăн ялĕсенче 1 фельдшер пунктне, 1 акушер пунктне, 4 трахомотоз пунктне, 1 шăл сиплев кабинетне уçнă.

1936 çулта стацинарта хирурги, ача-пăча, терапевт, куç тата гинекологи уйрăмĕсенче 27 çын ĕçленĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен районта тепĕр 2 пульницăпа (кашнинче 10 койкă) санэпидемхĕсметне йеркеленĕ.

1950 çулта Элĕк районĕнче тĕп пульницă, тăрăхсенчи 2 пульницă (пурĕпе 80 койкă), 18 фельдшер пункчĕ, 14 трахомотози пункчĕ, 2 колхозри ача çуратав çурчĕ сывлăха сипленĕ. 50-мĕш çулсенче районта трахомăна алхасма чарнă.

Халĕ медицина центрĕнче 165 выртмалли вырăн, поликлиника кунне 450 çынна йышăнать.

Медицина центрĕн хальхи ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уйрăмсем [2][тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Стоматологи
  • Хирурги
  • Ача-пăча
  • Терапевт
  • Рентгенологи
  • Ерекен чирсен (инфекци)
  • Анестезиологипе реанимаци
  • Физиотерапевт
  • Васкавлă пулăшу

Пульницăри хастар ĕçченсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]