Озёрка (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Озёрка, — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Кĕтме шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв Чанников ял çывăхĕнче пуçланать. Вередеево ял патĕнче Кĕтме шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем нумай, чи пысăккисем: Опракса, Шемлей, Есĕн (выр. Язень), Печет, Пĕкстĕр.
Озёрка малтан хĕвеланăçнелле юхать, каярах, Белозёрово тĕлĕнче, çурçĕр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Шемлейпе пĕрлешнĕ хыççăн пĕр хушă çурçĕрелле юхать, Есĕнпе пĕрлешсен — тӳрех хĕвеланăçнелле çул тытать. Печетпе пĕрлешнĕ хыççăн каллех çулне улăштарать — çурçĕрелле юхма тытăнать. Пĕкстĕр шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн вара ытларах пайĕпе çурçĕрхĕвелтухăçнелле юхать.
Юханшыв хĕрринчи ялсем: Чанниково, Берсеменово, Староселье, Маймăр (выр. Майморы), Чернуха, Вередеево.