Органикăлла мар япалалăх
Курӑнакан калӑплав
(Органикăллă мар япалалăх ҫинчен куҫарнӑ)
Органикăлла мар япалалăхсем — органикăлла теме май çук ансат тата кăткăс япалалăхсем. Ку ушкăна молекулисен шутĕнче кăмрăкамăш атомĕсем çук япалаллăхсем тата, традицие кура, молекулисенче кăмрăкамăш атомĕсем те пур хăшпĕр япалалăхсем те кĕреççĕ. Органикăлла мар япалалăхсем, органикăллисемпе танлаштарсан, молекулисен тытăмĕнче кăмрăкамăш атомĕсенчен тăракан скелет çуккипе уйрăлса тăраççĕ.
Йыш (классификаци)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Органикăлла мар япалалăхсем икĕ пысăк ушкăна пайланаççĕ:
- Ансат япалалăхсем — молекулисем пĕр элементăн атомĕсенчен тăраççĕ;
- Кăткăс япалалăхсем — молекулисем икĕ е ытларах элементăн атомĕсенчен тăраççĕ.
Ансат япалалăхсем хăйсем, физикăлла тата химилле палăрăмсене кура, ак çакнашкал йышсене пайланаççĕ:
Кăткăс япалалăхсем, физикăлла тата химилле палăрăмсене кура, ак çакнашкал йышсене пайланаççĕ:
-
- Тĕп оксидсем (CaO, Na2O тата ыттисем.);
- Йӳçĕкле оксидсем (CO2, SO3 тата ыттисем.);
- амфотерлă оксидсем (ZnO, Al2O3 тата ыттисем.);
- иккĕлле оксидсем (Fe3O4 тата ыттисем.);
- тăварамăш мар оксидсем (CO, NO тата ыттисем.);
- вăтам тăварсем (Na2SO4, Ca3(PO4)2 тата ыттисем.);
- йӳçĕк тăварсем (NaHSO3, CaHPO4 тата ыттисем.);
- никĕслĕ тăварсем (Cu2CO3(OH)2 тата ыттисем.);
- иккĕлле е/тата комплекслă тăварсем (CaMg(CO3)2, K3[Fe(CN)6], KFeIII[FeII(CN)6] тата ыттисем.);
Молекулисенче кăмрăкамăш та пур органикăлла мар япалалăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак япалалăхсене, традицине кура, органикăлла маррисен йышне кĕртеççĕ:
- Карбонатсем
- Карбидсем
- Цианидсем
- Кăмрăкамăш оксичĕсем
- Цианатсем
- Органикăлла мар тиоцианатсем (роданидсем)
- Селеноцианатсем
- Карбониллĕ комплекссем
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анорганический // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- Лидин Р. А., Молочко В. А., Андреева Л. Л., Цветкова А. А. Основы номенклатуры неорганических веществ. — 1983.
- Грушко Я. М. Вредные неорганические соединения в промышленных выбросах в атмосферу. — Л., 1988.
- Грушко Я. М. Вредные химические вещества. Неорганические соединения элементов I—IV групп. — Л., 1988.
- Грушко Я. М. Неорганические соединения V—VIII групп. — Л., 1989.
- Филов В. А. Вредные химические вещества. Неорганические соединения элементов V—VIII групп. — 1989.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- НОМЕНКЛАТУРА НЕОРГАНІЧНИХ СПОЛУК //Фармацевтична енциклопедія
- Inorganic Molecules — таблиця основних неорганічних сполук та їхніх властивостей. (акăлч.)
Ку химипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |