Натрий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Натри ҫинчен куҫарнӑ)
Натри/Natrium (Na)
Атом номерĕ 11
Ансат япалалăхăн курăмĕ Тин çеç каснă натри шурă кĕмĕл тĕслĕ метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
22,989768 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 190 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
495,6(5,14) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ne] 3s1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 154 пм
Ион радиусĕ 97 (+1e) пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
0,93
Электрод потенциалĕ -2,71 в
Оксидлав капашĕсем 1
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 0,971 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 28,23[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 142,0 Вт/(м·K)
Шăрану температури 370,96 K
Шăраннин пайлавла ăшши 2,64 кДж/моль
Вĕрев температури 1156,1 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 97,9 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 23,7 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубла калăпăшĕпе центăрланă
Решетке периочĕ 4,230 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури 150 K
Na 11
22,98977
[Ne]3s1
Натри


'Натрихими элеменчĕ, периодикăллă системăри атом номерĕ 11, Na (лат. Natrium) символпа палăртаççĕ, çемçе сĕлтĕ металлĕ, кĕмĕл тĕслĕ шурăскер. CAS-номер: 7440-23-5.

Физика пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çулăм тăрăх натри паллани — çутă-сарă тĕслĕ спектăрти натрин D-йĕрĕ. дублет 588,9950 тата 589,5924 нм.

Натри — шурă кĕмĕл тĕслĕ металл [2], çӳхе сийсенче хĕрлĕ-кăвак тĕслĕрех, çемçе, çĕçĕпе касăлать. Каснă хыççăнах йăлтăртать.

Хими пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сĕлтĕ метал, сывлăшра кислородпа çăмăл çыхăнать. Сывлăшри кислородран тата шывраг сыхласа натрие керосин айĕнче упраççĕ. Литирен хими хастарлăхĕ сахалрах, çавăнпа азотпа реакцине хĕртсен кăна кĕрет:

2Na + 3N2=2NaN3 Кислород питĕ нумай пулсан натри пероксичĕ пулать: 2Na + O2 = Na2O2 Шывпа реакцие кĕрсен натри гидооксичĕпе водород пулать. Ку реакци пысăк сиен кӳме пултарать. 2Na + 2H2O = H2+ 2NaOH

Изотопĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Натри изотопĕсем


Паянхи кун тĕлне 13 изотоп пурри паллă. 23Na изотоп кăна арканмасть. Натрин чи пысăк çурма аркану тапхăрлă изотопĕсем, 22Na, (2.6 çул) тата 24Na (15 сехет) космогенлă изотпсен шутне кĕреççĕ. Ытти изотопĕсен çурма аркану тапхăрĕ 1 минутран сахалрах. [3]

Асăрхатарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Советская энциклопедия. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. ^ Газета.Ру: Элементы под давлением
  3. ^ Audi, Georges (2003). «The NUBASE Evaluation of Nuclear and Decay Properties». Nuclear Physics A 729: 3–128. DOI:10.1016/j.nuclphysa.2003.11.001.


Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]




Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.