Орфоэпи
Орфоэпи (гр. orthos «тӳрĕ», «тĕрĕс», epos «калаçу») — сăмахсене сасăпа пусăм тĕлĕшĕнчен тĕрĕс каламалли правилăсен пуххи.
Чăваш чĕлхин орфоэпи правилисем XIX ĕмĕрĕн 1870-мĕш çулсенче йĕркеленме тытăннă. Тĕслĕхрен, чăваш сăмахĕсенче тури диалектри пек о сасă калас вырăнне у сасă каласси (укçа, урам, пур) тата ыт. чылай йĕркелев ун чухнех çирĕпленсе вăя кĕрсе юлнă, вĕсем паян кунчченех литература чĕлхин виçисем шутланаççĕ. Анчах та литература ĕçне тури диалект элчисем те анлă явăçса пынăçемĕн чăваш чĕлхинче çак диалект элеменчĕсем те норма пулса çирĕпленеççĕ (тĕслĕхрен, пусăм йĕркелевĕсем). Чĕлхе аталаннăçемĕн орфоэпи йĕркелевĕсем те улшăнмасăр тăмаççĕ, вĕсенче те вăхăтăн-вăхăтăн улшăнусем пулса пыраççĕ.
Хальхи вăхăтра орфоэпи йĕркелевĕсем, тĕпрен илсен, çирĕпленсе çитнĕ темелле, анчах та кунта иккĕлентерекен, тĕрлĕ диалект элчисене тавлаштаракан ыйтусем те пур (тĕслĕхрен, каймас е каймаç, килмес е килмеç т.ыт.те). Вĕсене татса парасси — чĕлхеçĕсен çывăх вăхăтра тумалли ĕçĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Горшков А.Е. Чăваш чĕлхин кĕске орфоэпи словарĕ // Чĕлхе культурин ыйтăвĕсем. 2-мĕш кĕнеке. Стилистика, лексика, орфографи, орфоэпи. Ш., 1972;
- Горшков А.Е. Чăваш орфоэпийĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсем // Чувашский язык, литература и фольклор. Сб. ст. ЧНИИ. Вып. 1. Ч., 1972;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
Фонетика тата фонологи |
|
---|---|
Пайăр çынсем | |
Фонологи концепцисем | |
Уйрăмсем тата дисциплинăсем | |
Морфонологи • Морфологи • Синтаксис • Портал:Лингвистика |