Орфоэпи словарĕ
Курӑнакан калӑплав
Орфоэпи сăмахсарĕ, — сăмахсене сасăпа ударени тĕлĕшĕнчен мĕнле каламаллине çырса кăтартакан сăмахсар. Унта сăмахсене алфавит тăрăх вырнаçтарса тухаççĕ. Кашни статьянах çапла йĕркелеççĕ: малтан сăмахăн çырури формине çыраççĕ, унтан ăна сасăпа пусăмĕ тĕлĕшĕнчен мĕнле каламаллине кăтартаççĕ.
Чăваш чĕлхин ятарласа уйрăм кĕнекен кăларнă орфоэпи сăмахсарĕ ку таранччен пĕрре те пулман. 1972 çулта «Чĕлхе культурин ыйтăвĕсем» ятлă кĕнекере (Ш., 1972) А.Е. Горшков çырнă «Чăваш чĕлхин кĕске орфоэпи словарĕ» пичетленсе тухнă. Унта статьясене çакăн пек йĕркеленĕ: малтан сăмахăн çырури формине ударени лартса çырса панă, скобкăра çав сăмахăн орфоэпи йăнăшне, юлашкинчен ăна мĕнле каламаллине кăтартнă.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Русское литературное произношение и ударение. Словарь-справочник / Под ред. Р. И. Аванесова и С. И. Ожегова. — М.: Государственное издательство иностранных и национальных словарей, 1959.
- Борунова С. Н., Воронцова В. Л., Еськова Н. А. Орфоэпический словарь русского языка: произношение, ударение, грамматические формы / Под ред. Р. И. Аванесова. — М.: Русский язык, 1988. — ISBN 5-200-00315-6
Ку лингвистика пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |