Оскол (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Оскол, — Раççейпе Украина тăрăх юхакан юхыншыв, Çурçĕр Донецăн чи пысăк юппи.
Юханшыв тăршшĕ 436 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 14,68 пин км2. Çăлкуçĕ Курск облаçĕн Тим районĕнче вырнаçнă. Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Пуш уйăхĕпе çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çырансенчен тухать. Чӳк-раштав пуçламăшĕнче шăнса ларать, пуш-ака пуçламăшĕнче пăртан тасалать. Вăтамран пăр хулăнăшĕ 0,45 метр.
Юханшывăн сарлакăшĕ 10-40 метр, хăш-пĕр вырăнта 300 метр таран сарăлса каять.