Остеохондроз
Остеохондроз — сыпă кăмăрчакĕн дистрофи пăсăлу комплексĕ. Кирек епле сыпăрас иксе тухма пултарать, анчах ытларах çурăм шăммин сыпписем хушшинчи дискăн пулать. Вырăн тĕлĕпе мăй, кăкăр тата пилĕк остеохондрозне палăртаççĕ. Çаплах çакна асăрхаттармала: акăлчан чĕлхиллĕ медицина литературинче osteochondrosis терминпа пачах урăхла ортопеди чир ушкăнне палăртаççĕ, вĕсене вырăсла остеохондропати теççĕ.
Çурăм шăмми остеохондрозĕн тĕп никĕсĕ — тӳррĕн çӳрени.
Ӳснĕ çем çыннăн физиологи енĕпе çурăм шăммисен хушшинчи пăрăх çулĕсем хавшакланаççĕ, çавăнпа вĕсем диффузиллĕ тăранаççĕ.
Ку ăнлав сине Раççĕйре тата Анăçри патшалăхсенче расна пăхаççĕ (ку тĕлĕшпе маларах каланине те пăхăр).
Йывăрлăха куçни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Остеохондроз шутне çак чирсене кĕртеççĕ: протрузи, диск грыжи (çурăм шăмми сыпăк грыжи), кифоз, çурăм шăмми грыжи, радикулит.