Остин Генри Лейард

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Остин Генри Лейард
акăл. Austen Henry Layard
AustenHenryLayard.jpg
Ҫунатлӑ вӑкӑр (шеду). Ниневинчи археологи ӗҫӗсен Лейард кӗнекинчи ӳкерчӗк

Остин Генри Лейард, (акăл. Austen Henry Layard); 5 пуш 1817, Париж — 5 утӑ 1894, Лондон) — англи археологӗ. Лейард тупнӑ археологи япалисем Месопотамине тӗпченине малалла аталантарнӑ.

Кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1839 ҫулта кӗтмен ҫӗртен Лейард Лондонри адвокат ӗҫне пӑрахса Анатолипе Сири тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ. 1842 ҫулта вӑл Стамбулти Британи консулӗнчен археологи ӗҫӗсем валли ирӗк илнӗ. 1845—1851 ҫҫ. вӑл темиҫе ассири хулисене, вӗсен шутне Ниневипе Нимруд та кӗреҫҫӗ, тупса тӗпченӗ, пӗлнисенчен чи авалхи оптика линзине — Нимруд линзине, паллӑ та чаплӑ Ашурбанипал патшан савăл çырулăхĕн библиотекине тупнӑ, тата Ниневи патша керменне капӑрлатнӑ мӑнӑ ҫунатлӑ вӑкӑрсене тупса Британи музейне леҫнӗ. Авалхи астрономи тӗпчевӗсӗм ҫинчен ҫырнисене тупса ҫӗнетнӗ.

1852 ҫултан Лейард политика ӗҫне кӳлӗннӗ, темиҫе хут англи парламенчӗн депутачӗ пулма суйланнӑ. Ҫав ҫултах вӑл Арундель пӗрлешӗвне кӗнӗ, унӑн ӗҫне вӑйлӑ сӗм хунӑ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Приямвада Натараян. Карта Вселенной. Главные идеи, которые объясняют устройство космоса = Mapping the Heavens The Radical Scientific Ideas That Reveal the Cosmos. — М.: Альпина Нон-фикшн, 2019. — ISBN 978-5-00139-052-7.
  • Kubie, Nora Benjamin (1964), Road to Nineveh: the adventures and excavations of Sir Austen Henry Layard
  • Larsen, Mogens T. (1996), The Conquest of Assyria, Routledge, ISBN 0-415-14356-X
  • Lloyd, Seton. (1981), Foundations in the Dust: The Story of Mesopotamian Exploration, Thames & Hudson, ISBN 0-500-05038-4
  • Waterfield, Gordon. (1963), Layard of Nineveh, John Murray
  • Sinan, Kuneralp, ed. (2009), The Queen's Ambassador to the Sultan. Memoirs of Sir Henry A. Layard's Constantinople Embassy 1877-1880, The ISIS Press, Istanbul, ISBN 978-9754283952
  • Silverberg, Robert. (1964), The man who found Nineveh. The story of Austen Henry Layard, Holt, Rinehart and Winston, New York

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]