Остоженка
Остоженка урамĕ Мускав | |
Пĕрлехи хыпар | |
---|---|
Тăрăх | {{{тăрăх}}} |
Район | Хамовники |
Район сучĕ | Хамовники |
Çывăхри метро станцийĕ | Культура паркĕ, Кропоткинская |
Почта индексĕ | 119034 (№ 1—51 и 2—44), 119021 (№ 46, 48/2, 53) |
Лошковский çурчĕ — Всеволожский тăкăрлăк, 49 | |
Остоженка урамĕ Викиампарта |
Осто́женка (1935—1986 — Метротăвакан) — Мускавăн Вăта администраци тăрăхĕнчи урам. Пречистенка Хапхи лапамĕнчен пуçланса Крым лапамне çити тăсăлать, Пречистенкăпа Пречистенка çыранĕ хушшинче вырнаçнă. Çуртсене Пречистенка Хапхи лапамĕнчен нумерлеççĕ.
Паян Остоженка Мускавăн чи хаклă урамĕсенчен пĕри шутланать. Кунти хваттер хакĕ тĕнчере чи пысăккисенчен пĕри. [1] 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ятне XVIIĕмĕрте, ĕлĕххи Остожье çыран хĕрри ячĕпе панă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Остоженка — Мускав-юханшывăн çыранĕнчи айлăм вырăнĕ. Кунтах утă çулмалли çарансем ешернĕ, çĕр пичĕ çинче утă куписем (стог) тăнă, çакăнтан вырăна Остожье ят панă.
XVII ĕмĕрте Остожье вырăнта патша Конюшня слободи тата Остоженка (Остожный) патша лаша карти пулнă.[1]
Октябрь революци вăхăтĕнче, 1917 çулхи юпа уйăхĕнче, Остоженка районĕнче Мускав вăрçă тăрăхĕн штаб çуртне (15/17 çурчĕ) тата Крым лапамĕнчи Провиант (Интендант) ампарĕсене ярса илесшĕн хаяр çапăçусем пынă. Кунта П. Добрынин вилмелле суранланнă тата çамрăк большевиксене - Павел Андреева (14 çулта) тата Люся Люсиновăна (20 çулта) вĕлернĕ, каярах вĕсен ячĕсене Мускав Лешьен районĕнчи урамсене тивĕçтернĕ.[2]
Остоженка урамĕ хăйĕн ятне XVII ĕмĕртенпе 1935 çулчен упранă, мускав метрополитенне тунă хыççăн Метротăвакан урамĕ ят панă, 1986 çулта ăна пĕрремĕш историлле ятне тавăрнă.[1]
Паллă вырăнсем, çурт-йĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăшăрсăр енĕпе:
- № 21 — А. И. Кекушева кил йăви (1900, арх. Л. Н. Кекушев, при участии В. С. Кузнецова). Халĕ — Египтăн çар атташи.
- № 25 (1-мĕш çурт-йĕр) — Галина Вишневскин опера юррин центрĕ. Çурта Отоженкăри пĕртен-пĕр сквер вырăнĕнче регламента пăсса — малтанхинчен çӳллĕрех туса лартнă[3].
- № 37 (7-мĕш çурт-йĕр) — Çурт 1839 - 1851 çулсенче вырăс çыравçи И. С. Тургенев амăшĕн — Варвара Петровна Тургеневăн — пулнă. «Муму» повеçĕн сюжетнее çак пӳртре пулса иртнĕ ĕçсенчен илнĕ. Çурта юсаса çĕнетнĕ, питĕ улăштарнă, холл кăна упранса юлнă. 2009 ç. кунта И. С. Тургенев музейне уçнă: экспозицире, сăмахран, çыравçăн Леонар Юбер сĕрме купăсçа патне çырни, Тургенев вилнĕ хыççăнхи питлĕхĕ, унăн аллин тăмран тунă ĕлки, çыравçăн савнин — Полина Виардо юрăçĕн — нота альбомĕ, В. Г. Белинский, Н. А. Некрасов, К. С. Аксаков тата И. С. Аксаков патне çырнисем пур.[4]
- № 49 — А. В. Всеволодскин (XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче туса лартнă) çурчĕ.
- № 51/10 — Раççей тулаш разведкин хĕсмечĕн этем пĕрлĕхĕсемпе тата массăллă хыпар хатĕрĕсемпе çыхăну бюровĕ (СВР пресс-бюровĕ).
- № 53/2 — ГОУ «Раççейĕн ЮÇӖМ Дипломати академийĕ, 1875 çулта тунăскер — малтан Николай Цесаревич лицейĕ пулнă, архитектор А. Е. Вебер, федераци шайĕнчи архитектурăпа истори палăкĕ.
Мăшăрлă енĕпе:
- № 16 — çак çуртри конспиративлă хваттерте 1906 çулхи пуш уйăхĕнче РСДРП Мускав комитечĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ, унта В. И. Ленин партин IV (Пĕрлешĕнӳ) съездне хатĕрлес ĕç-пуç пирки тухса калаçнă. Çак пулăма асăнса çурт çине асăну хăмине çыпăçтарнă.[2]
- № 28 — Раççей Федерацинчи Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) офисĕ.
- № 32 (1-мĕш çурт-йĕр) — «Кебур-Палас» хăна çурчĕ.
- № 38 — Мускав патшалăх лингвистика университечĕ.
- № 42 (кил картинче) — М. В. Голубицкая харпăрлăхĕн çурт-йĕрĕ (1895, 1900, арх. Н. Д. Струков)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Муравьёв В. Б. (2006), с. 234.
- ^ 1 тата 2 Имена Московских улиц (1988).
- ^ Лужковская Москва: стиль вампир Статья в журнале «Профиль» от 24.11.2003 г.
- ^ Чернова В. Дом «Муму» стал тургеневским музеем.(ĕçлемен каçă)//Metro. Москва. — 8 октября 2009. — С. 05.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Имена Московских улиц: Путеводитель. — 5-е издание. — М.: Московский рабочий, 1988. — 480 с. . ISBN 5-239-00067-0
- Муравьёв В. Б. Московские улицы. Секреты переименований. — М.: Алгоритм, Эксмо, 2006. — 336 с. ISBN 5-699-17008-1
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Яндекс картти — Остоженка
- Google Maps — Остоженка
- Грамота.ру Остоженка пирки 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ватă Мускав. Остоженка 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Остоженка 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Москва которой нет: Остоженка, 19, стр. 2. Палаты Киреевского 2006 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вандалы на Остоженке 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- [2] 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
Шаблон:ЦАО урамĕсем: Хамовники
Википедире портал пур «Мускав» |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |