Контент патне куҫ

Пĕррехинче кĕркунне

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пĕррехинче кĕркунне
Жанр: калав
Автор: Максим Горький
Тăван чĕлхи: вырăс
Хайланă çул 1894
Пичетленĕ: 1895

«Пĕррехинче кĕркунне»Максим Горький çыравçă 1894 çулта хайланă калав. Пĕрремĕш ăна «Самарская газета» хаçатра 1895 çулта «Рассказ бывалого человека» рубрикăра (çак формат 1903 çулчен пулнă) пичетленĕ. 1899 çулта калава «Очерки и рассказы» калавсен пухăвĕн 3-мĕш томне кĕртнĕ.

Калавра Максим Горький хăйĕнпе 17 çулта чухне юпа уйăхĕн вĕçĕнче кĕрхи сивĕ каçра пулса иртнине çырса панă. Автор пĕр çынна палламан çĕрте — çĕнĕ хулара — пĕр пус укçасăр тăрса юлнă. Ниçта та кайма май пулманнипе пăрахутсен тăнă вырăна çитнĕ. Автор çапла шухăшланă: «культурăн çакăн пек тăрăмĕнче чун хăвалĕн выçлăхне, хырăм выçнинчен хăвăртрах тивĕçтерме пулĕ»[1]. Сивĕ те выçă ăна çупăрланă. Вăл ларьсем хушшинче мĕнпе те пулин хырăма лăплантармашкăн çиме шыраса çӳренĕ, кĕтмен çĕртен хăйăр çинче кукăрăлса ларнă хĕрарăм кĕлеткине асăрханă: хĕрарăм апатланас шутпа пĕр ларе çĕмĕрме тытăннă та хăйне пулăшма ыйтнă.

Хĕр çамрăкскер те хитрескер пулнă, анчах питне виçĕ кăвакарăш илемсĕрлетнĕ. Аялтан çĕр чавса шала кĕрейменнипе, хĕрарăм ăна начар çăрана çапса аркатма сĕнет. Автор вара çапла тунă та. Ларьте йĕпеннĕ çавра çăкăр çеç тупнă, çавна ĕнтĕ вĕсем кăмăлпах пайланă. Хăвăрттăн ку вырăнтан куçмалла пулнă та вара иккĕшĕ те кутăн хунă кимĕ айне çĕркаçма вырнаçнă. Çывăхрах Наташăпа паллашнă — вăл проститутка, иккен. Кивçен укçа паракан еркĕнĕ хĕнет, вăл мĕнпур арçынна кураймасть. Çапах та юлташĕ шăнса пăсăласран, ăна ăшă пама пикенет. Хыççăн та лăплантарать, шанчăклăх парнелет, малашне пурĕ те лайăх пулать, тет. Автор çапла çырать: «Вăл мана йăпатрĕ… Вăл ман чуна çĕклентерчĕ…».

Палламан çын ăна пăхни автора çав тери хумхантарнă, унăн чĕри ирĕлсех кайнă. «Ун чухне манăн куçран куççуль талпăнса юхса тухрĕ, çак каç умĕн манăн чĕрере вĕрилсе тулнă вĕчĕхĕве, тунсăха, ухмахлăха тата тасамарлăха шăлса кайрĕ…» Шурăмпуç киличчен вĕсем юнашар выртнă хыççăн, ирхине хулана çитсен, туссем пек сывпуллашнă. Урăх вĕсем пачах та тĕл пулман.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]