Контент патне куҫ

Пĕштĕн (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пĕштĕн (выр. Пиштань), — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Рутка шывĕн юппи.

Юханшыв çылкуçĕ Пĕштĕн ялĕнчен пилĕк-ултă çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле, Кума çлкуçĕнчен инçех мар вырнаçнă. Кĕçĕн Шутукуç (выр. Малый Шудугуж) ял çывăхĕнче Рутка шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, чи пысăкки — Пĕштĕнкке (выр. Пиштанка).

Пĕштĕн ытларах пайĕпе кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхать. Çулĕ шурлăхлă вăрман урлă выртать, çавна пула ун хĕрринче пĕр ял та çук.