Павловская Ангелина Ивановна
Курӑнакан калӑплав
Ангелина Павловская | |
Çуралнă вăхăт: | Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Пĕчĕк Енкасси ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш Ен |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи |
Павловская хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Павловская Ангелина Ивановна, — чăваш çыравçи. 1939 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Пĕчĕк Енкасси ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă Чак ялĕнчи çиччĕ çул вĕренмелли шкултан, Çĕрпӳри вулавăш техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1959-1964 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Вулавăшра вăй хун, шкулсенче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Пултару ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. Павловская пĕрремĕш «Ярăм-ярăм явăнать тĕтре» хайлавĕ 1983 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Каярах унăн «Ыраш шăркана иккĕ лармасть» (1998), «Саланнă кĕлте» (2000), «Раштав саламĕ» повеçсем тата ытти калавсем тухнă.
1995 çулта унăн «Сапаксар хĕрĕ» ятлă кĕнеки тухнă.