Контент патне куҫ

Пантелеимон аслă асапçă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Статья — христиан сăвапçи пирки. Çак ят пирки Пантелеймон статьяна пăхăр.

Пантелеи́мон[1] (грек Παντελεήμων — всемилостивый), тĕне кĕртиччен Пантолеон († 305 çул) — христиан сăвапли,

Православи чиркĕвĕсенче ăна утăн 27-мĕшĕнче (Юлий календарĕпе), Католици чиркĕвĕсенче — утăн 27-мĕшĕнче (Григорий календарĕпе) асăнаççĕ.

Пурнăçне çырса илни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çырса панипе, Пантолеон çĕлен сăхнипе вилнĕ пĕчĕк ачана Иисус Христоса кĕл туса чĕртнĕ хыççăн, Турра ĕненме тытăннă. Çакăн хыççăн ăна Ермолай пресвитерь тĕне кĕртнĕ, вăл Пантелеимон ята илнĕ.

Никомедире, халăх тĕнĕпе пурăнакан паллă çемьере çуралнă, ăна Пантолеон ята панă. Унăн амăшĕ Еввула христос тĕнне тытса пынă, ывăлне çав тĕн йăлипех ӳстернĕ. Пантолеон каччă пуличченех çĕре кĕнĕ. Ашшĕ ăна вара халăх тĕнĕ шкулне вĕренме янă, каярах Евфросин паллă тухтăр патне сиплев ĕçне алла илме янă. Кĕçех унăн пирки Рим императорĕ Максимиан илтнĕ, Пантолеона хăйĕн килне йышăнма шухăшланă.

Никомедире пурăнакан Ермолай пресвитер Пантелеимона асăрханă та ăна христианлăх пирки ăнлантарма тытăннă.

Укçасăр ĕçлекен тухтăр пулса, Пантелеимон чылай тухтăра тупăшран хăтарнă, çавăнпа ун çине Максимиан патне ӳпкев çитернĕ, Пантелеймон тĕрмесене пырса христиансене Христос ячĕпе сиплет тенĕ. Император Пантелеймона чĕнсе илнĕ те çак ӳпкеве сирме ыйтнă. Сăвапçă императора пĕр сывалайми чирлĕ çынна илсе ăна сиплесе пăхма сĕннĕ. Кам ăна сыватать: вăл е халăх мăчаварĕсем — çавăн ĕненĕвĕ чăнлă пулмалла тенĕ. Пурнăçа çырнипе, халăх мăчаварĕсем чирлĕ çынна сиплеймен, Пантелеимон вара кĕл туса вăй-хал çухатнă çынна сыватнă. Çакăн хыççăн чылайăшĕ Христоса ĕненме тытăннă, Максимиан вара Пантелеимон çине çиленнĕ те ăна муритлеме хушнă, хыççăн тинĕсе йывăр чулпа пăрахтарнă. Çапла пулин те Пантелеимон тĕрĕс-тĕкелех юлнă, вара ăна татах асапланă: йывăç çине çакнă, ӳтне çуртасемпе ĕнтнĕ, кайран тимĕр чĕрнесемпе çурнă, вĕрекен тăхлан ăшне пăрахнă, тинĕсре путарма тăнă. Тискер кайăксем патне туртса çурма пăрахнă пулсан, лешсем унăн урисене çуллама пикеннĕ.

Темĕн чухлĕ Пантелеимона муритленĕ хыççăн унăн пуçне касма хушнă. Ăна маслина йывăçĕ çумне çыхса хунă та пуçне касма хăйнă, анчах та сăвапçă кĕл тума тытăннă, вара хĕç ăна сиен кӳреймен. Кĕл тунă чухне тӳпери сасă Пантелеимона Тӳпери патшалăха чĕннĕ те сăвапçă вăрçă çынĕсене çак тапăча пурнăçлама сĕннĕ. Çырнипе, унăн пуçне касса татсан, суранран юн мар, сĕт юхса тухнă, а маслина тут же покрылась плодами. Кăвайта пăрахсан аслă асапçă кĕлетки çунса кайман, ăна христиансем çĕре пытарнă.

Пантелеимон пуçĕ Афонри Пантелеимон мăнастăрĕнче упранать. Сăвапçăн типĕ ӳт пĕрчисем Раççейри чылай хулара упранаççĕ. Православи чиркĕвĕ Пантелеимон вăрçă çынĕсене пулăшаканĕ тесе (халăх йăлинчи ячĕ Пантолеон «пурĕнче те арăслан» тени пулать), çаплах сиплевçĕ тесе (унăн иккĕмĕш, христиан, ячĕ Пантелеимон — «всемилостивый») хисеплет.

Сăваплă Пантелеимон (энкаустик турăшĕ, XI ĕмĕр)

Турăша çырни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Пантелеймон пуплени тĕрĕс мар

Шаблон:Вунтăватă пулăшакан сăвапçăсем