Панфилов Никита Владиславович
| Никита Панфилов | |
| | |
| Çуралнă чухнехи ят | Никита Владиславович Панфилов |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1979, ака, 30 |
| Çуралнă вырăн | Мускав, ССРП |
| Професси | раççей актёрĕ |
| Карьера | 2005— |
| IMDb | ID 3309334 |
Никита Владиславович Панфилов (1979, ака, 30, Мускав) — раççей кино актёрĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Никита Панфилов 1979 çулхи акан 30-мĕшĕнче Мускавра, актёрсен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Владислав Владимирович Панфилов, Мускаври кăмăллă камитçĕсен театрĕн ертӳçи. Амăшĕ — Мускаври «Монотон» театрĕн режиссёрĕ[1].
Пиллĕк çул тултарсанах Никита сцена çине Иван-патшачи ролĕнче тухнă, вунтăваттăра вара — Хĕл Мучи сăнарĕпе[1].
Мускаври 809 №-лĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Грек-рим кĕрешĕвĕпе хăтланнă. Саккăрмĕш класа çитсен спорт ăсти нормине пурнăçланă та çамрăксен олимп резервне кĕнĕ[1].
1996 çулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн, Мускаврах Хальхи ӳнерĕн институчĕн актёр уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Каярах РФ Хĕспăшаллă вăйĕсенче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан темиçе театр институтне документсене панă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 2005-2006 — Адъютанты любви
- 2014-2016 — Сладкая жизнь
- 2015-2020 — Пёс
- 2015 — Лондонград
- 2017 — Салют-7
- 2020 — Грозный
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Панфилов Никита Владиславович(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ^ 1, 2 тата 3 Никита Панфилов. Биография и фильмография. 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Официальный сайт телеканала «Россия-1» // russia.tv
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мускавра çуралнисем
- 1979 çулта çуралнисем
- Акан 30-мĕшĕнче çуралнисем
- Актёрсем, алфавитпа
- Раççей актёрĕсем
- XXI ĕмĕрти актёрсем
- Пайăр çынсем:Мускаври Чехов ячĕллĕ Пултарулăх театрĕ
- Телеертӳçсем, алфавитпа
- XXI ĕмĕрти телеертӳçсем
- МПАТ студи-шкулĕнче вĕренсе тухнисем
- Раççей телеертӳçисем