Контент патне куҫ

Парпаров Фёдор Карпович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фёдор Парпаров
Çуралнă чухнехи ят Парпаров Фёдор Карпович
Çуралнă вăхăт 1893, чӳк, 23
Çуралнă вырăн Велиж (халĕ — Смулен облаçĕ)
Вилнĕ вăхăт 1959
Вилнĕ вырăн Мускав, РСФСР, ССРП
Гражданлăх
Пăхăнулăх Раççей империйĕ, ССРП
Альма-матер МПУ юрфакĕ
Ĕçе илекен
Ачисем ывăл − Лев
Чыславсемпе парнесем
Хĕрлĕ Ялав орденĕХĕрлĕ Ялав орденĕХĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Фёдор Карпович (Файвель Калманович) Парпаров (1893—1959) — совет разведчикĕ, ПХ майорĕ (полковник).[1]

1893 çулхи чӳкĕн 23-мĕшĕнче Велижре (халĕ — Смулен облаçĕнче), еврей килйышĕнче çуралнă.

14 çулта Ригăра конторăра ĕçлеме тытăннă. 1918 çулта РКП(б) пайташĕ пулса тăнă, 1919 çулта хăйĕн ирĕкĕпех Хĕрлĕ çара кайнă та Граждан вăрçинче 5-мĕш çарĕнче штаб комиссарĕ вырăнĕнче хĕсметре тăнă.

1924-мĕш çулта МПУ юридици факультетĕнче вĕренсе тухнă. Фёдор Карповича ППТ ĕçлеме чĕннĕ те 1925 çулхи нарăс уйăхĕнче Германие экономикăри разведка енĕпе ĕçлемешкĕн совет суту-илӳ элчелĕхне кайнă. 1929 çулта Мускава пĕлӳ илсе хатĕрленсе Германие легаллĕ мар разведкăра ĕçлемешкĕн таврăннă.

1930-мĕш çулсен пуçламĕшĕнче Фёдор Парпаров Германири совет легаллĕ мар резидентурине ертсе пынă. Германин Ютçĕр ĕçĕсен министерствинче тата Национал-социализм партинче ĕçлекенсен докуменчĕсене вăрттăн вулама пултарнă. Çак çĕршывра ним пытанмасăр ĕçлесе пурăнмашкăн Парпаровăн малтан румын паспорчĕ пулнă, каярах ăна вăл Коста-Рика гражданинĕ докуменчĕсемпе улăштарнă. Арăмĕ — Раиса Иосифовна — тата ывăлĕ — Лев[2] — çаплах Коста-Рика докуменчĕсене илнĕ. 1938 çул пуçламĕшĕнче, В. Кривицкий тăван çĕршыва сутса янă хыççăн, Мускава таврăннă та çав çултах çăвăн 27-мĕшĕнче ăна аресленĕ те 1939 çулхи çĕртме уйăхĕччен тĕрмере ларнă.

Пуçиле ĕçне тунине кăтартма пултарайманнипе ирĕке кăларнă та темиçе уйăх хушши ШĔХК ютçĕр уйрăмне (ЮÇУ) ĕçне таврăнасшăн тăрăшнă. П. Фитин пулăшнипе вара ЮÇУ штатне илнĕ те патшалăх хăрушсăрлăхĕн майорĕ (çарти полковникпе тан) хисепне тивĕçнĕ. 1940 çулăн пуçламăĕшĕнче Эстоние тухса кайнă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн Балтиçумĕнче хĕсметре тăнă.

Тулаш ӳкерчĕксем
Фотография военных лет

1941 çулхи çĕртмере Парпарова ШĔХК çумĕнчи 4-мĕш ятарлă группа йышне кĕртнĕ, анчах та юпа уйăхĕнче тулаш разведкăна тавăрнă та Иран урлă легаллĕ мар резидент пулмашкăн Швейцарие янă. Швейцари визине илмешкĕн май пулманнипе каллех Мускава таврăннă та ССРП ПХХК 4-мĕш тытăмлавĕнче ĕçленĕ. 1944 çулта, Германипе специалист пулнăран, ăна ССРП ПХХК вăрçă тыткăнçисемпе интернĕленисен ĕçĕсене тăвакан тĕп тытăмлавне куçарнă. Вăрçă вĕçленсен Потсдамри конференцине, Нюрнбергри процеса иирттермешкĕн тата Германири совет çар влаçĕсен ĕç-пуçĕнчи урăх мероприятисене оганизациленĕ çĕре хутшăннă.

1950 çулта çулла отставкăна тухнă та пĕр хушă МПУ вăрçă кафедрине ертсе пынă.

1959 çулта Мускавра вилнĕ. Дон çăвинчи колумбаринче урнине пытарнă.

РФ ПА управлăхĕнче Парпаров çинчен каласа паракан документсем пур.[3]

Кăсăклă факт

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Нимĕç чĕлхипе çырнă мемуарсене тата допроссене вулама ирĕк пулнă. Парпаров «Палламан Гитлер» документлă роман хайланă, ăна вăл Сталина 70 çул тултарнă юбилейне парнеленĕ.[4]
  • Паулюса Нюрнберг трибуналĕнче тухса калаçма хатĕрленĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]