Пахоменко Мария Леонидовна
Мария Пахоменко | |||
Тулли ят | Мария Леонидовна Пахоменко | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт | 1937, пуш, 25 | ||
Çуралнă вырăн | Ленинград, СССР | ||
Вилнĕ вăхăт | 2013, пуш, 8 | ||
Вилнĕ вырăн | Санкт-Петербург, РФ | ||
Патшалăх |
ССРП→ РФ | ||
Профессисем | XX, XXI ĕмĕрсенчи раççей, совет юрăçи, актриси | ||
Жанрсем | эстрада мусăкĕ | ||
Парнесем |
|
Мари́я Леони́довна Пахо́менко (пуш, 25, 1937, Ленинград, РСФСР, СССР — пуш, 8, 2013, Санкт-Петербург) — совет тата раççей эстрада юрăçи. Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1998)[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ленинградра 1837 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ унчен Белорус ССР йышне кĕрекен Краснопольский районĕнчи Лютня ялĕнчен куçса килнĕ.
Ачаранах хора юрлама çӳренĕ. Киров савучĕ çумĕнчи машинăтавакансен техникумĕнче вĕреннĕ. «Хĕрлĕ Виçкĕтеслĕх» савутĕнче ĕçленĕ. Валентин Акульшин ертсе пынă квартетпе пĕрле Ленсовет ячĕллĕ культура керменĕнче ăсталăхне туптанă.
Пĕрремĕш ăнăçу юрăçа 1963 çулта — Комиссаржевская ячĕллĕ театрĕнче лартнă «Иду на грозу» спектакль (режиссёр — М. Сулимов) валли кĕвĕленĕ «Качает, качает» (А. Колкер — Л. Куклин) юрăна радиохумĕ çинче шăрантарнă хыççăн килнĕ. Çакăнтанпа вăл «Ленконцерт» çумĕнчи А. Бадхен ертсе пынă Ленинградри эстрада оркестрĕн солисчĕ пулса ĕçлеме тытăнать.
1960—1980-мĕш çулсенче Мария Пахоменко совет эстрадин чи палланă çăлтăрĕ шутланнă. Вăл шăрантарнă чылай юрăна радиостанцисенче тата телекурав каналĕсенче итлеме пулнă. Нумай çул Совет Союзĕ тăрăх тата ют çĕршывсенче гастроле çӳренĕ (Францире, Италире, Кубăра, Югославире, Польшăра, Германире, Чехословакире, Болгарире, Финляндире[2]). Унăн пирки темиçе мусăк фильмне çапса илнĕ, Польшăра ӳкернине вара, 13 çĕршывра кăтартма илнĕ.
1968 çулта Тĕнчери «МИДЕМ» (MIDEM (Marché International du Disque et de l’Edition Musicale, Канны, Франция) конкурсенче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, «Нефрит пластинк» приза тивĕçнĕ (1968 çулта чи нумай диск - 2,6 млн яхăн - кăларнă пулнă.
1971 çулта совет эстрада юрăçисенчен пĕрремĕш Болгарире иртекен Тĕнчери «Ылтăн Орфей» конкурсĕнче Гран-прие тивĕçнĕ.
Мария Пахоменко эстрадăна хăйĕн стильне кĕртнĕ — юрланă чухне халăх чунне эстрада çинчи артистизмĕпе пĕрлештернĕ[2]. Совет Союзĕнчи нумай композитор тата поэт хăйсен хайлавĕсене сцена çинче пĕрремĕш кăтартма юрăçа шанса панă: «Ненаглядный мой» (А. Пахмутова — Р. Казакова), «Мужчины» (Э. Колмановский — В. Солоухин), «Разговоры» (Э. Ханок — Г. Серебряков), «Вальс при свечах» (О. Фельцман — А. Вознесенский), «Подсолнухи» (В. Кулаков — Э. Кузнецов) тата ытти те. Сцена çинче Пахоменко ăнăçлă ĕçлени Александр Колкер тăрăшнинчен килнĕ — «Опять плывут куда-то корабли» (И. Кашежевая сăвви), «Стоят девчонки», «Печальная», «Красивые слова», «Признание», «Свадьба Кречинского» мюзиклти Лида романсĕ (пурне те К. Рыжов сăвăланă). Юрăç ĕлекхи юрăсемпе — «Матросские ночи» и «Не тревожь ты себя, не тревожь» В. Соловьёва-Седого, «Лучше нету того цвету» (М. Блантер — М. Исаковский) тата «К нам в Саратов» М. Фрадкина - тепĕр хут чуна ирĕлтернĕ[2]. Хальхи мусăк культурин мухтавлă классикĕсем - Сергей Слонимский тата Валерий Гаврилин композиторсем - Мария Пахоменкăпа пĕрле хăйсен камерлă мусăк жанрĕнчи мусăк циклĕсене çырса хунă.
Чылай чаплă сцена çинче, çав шутра халапа кĕнĕ «Олимпия» парис залĕнче те (çакăн хыççăн франс продюссерĕ Бруно Кокатрикс унăн мини-дискне кăларнă), хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
1982 çултанпа çичĕ çул хушши ленинград ТК çинче «Мария Пахоменко йыхравлать» программăна ертсе пынă[2].
Мария Пахоменко 2013 çулта, пуш, 8пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче, 75 çул тултарнă хыççăн, пĕр талăка яхăн Санкт-Петербургри 2-мĕш №-лĕ хула пульницинче «пневмони» диагнозĕпе выртса асапланнă хыççăн куçне ĕмĕрлĕхех хупнă[3]; юлашки вăхăтра юрăç Альцгеймер чирĕпе нушаланнă; артиста пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Комарово çăвинче пытарнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актриса
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1982 «Монологи» (мусăк телефильмĕ, «Лентелефильм») — юрлани, тĕп роль
- 1975 «Любовь останется» (фильм-концерт) — юрлани, тĕп роль
- 1973 «Спойте нам песни свои» (мусăк телефильмĕ) — юрлани, тĕп роль
- 1972 «Москва в нотах» (телефильм-концерт) — «Стоят девчонки» юрă
- 1970 «Бушует "Маргарита"» — юрлани
- 1968 «Город и песня» — (фильм-концерт)
- 1968 «Адрес песен — молодость» (кĕске фильм) — юрлани, тĕп роль
- 1970 «А людям песня так нужна» (фильм-концерт)- юрлани, тĕп роль
- 1979 «В песне жизнь моя» (фильм-концерт) — «Ненаглядный мой» - юрă
- 1986 «Разлучные песни» (фильм-концерт) — юрлани, тĕп роль.
Вокал
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1976 «Сладкая женщина» — «Над рекою печальная звёздочка повисла» юрă (Глеб Горбовскин тексчĕ)
- 1976 «Опровержение» — «Тихие города» юрă (Ю. Саульский — И. Шаферан)
- 1974 «Любовь земная» — «Сладка ягода» юрă
- 1973 «Умные вещи» — «Яблочко румяное» юрă
- 1972 «Песня о добром человеке» (документлă фильм)
- 1968 «Город и песня» (фильм-концерт)
- 1968 «В день свадьбы»
- 1968 «Адрес песен — Молодость» (фильм-концерт)
- 1967 «Личная жизнь Кузяева Валентина» — «Это не секрет» юрă (А. Колкер — К. Рыжов), «Поющие гитары» ансамбльпе пĕрле.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Почётное звание присвоено указом Президента России № 1390 от 14 ноября 1998 года
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Уварова Е. Д. Эстрада в России. XX век. Энциклопедия. — Олма-Пресс, 2004. — ISBN 5-224-04462-6
- ^ Шаблон:Citeweb
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мария Пахоменко (Биография и репертуар М. Пахоменко). Красная книга российской эстрады (2012-02-11). çăлкуçран архивланă 25 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 18 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- Биография и фильмография на сайте Кино-Театр. Ру(2012 çулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Крыщук Н., Ланда М. Мария Пахоменко и Александр Колкер : Ни на минуту не расставаясь.. — 2002, 1 июля.(2012 çулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Скороходов Г. Мария Пахоменко «Долго будет Карелия сниться…» (версия для печати). Радио «Маяк». «Карелия официальная»: Официальный интернет-портал Республики Карелия (2004-10-17). çăлкуçран архивланă 25 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 18 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- могила М.Л. Пахоменко на Комаровском кладбище 2014 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Санкт-Петербургра çуралнисем
- Санкт-Петербургра вилнисем
- Раççей Федерацин халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Википеди:Мусăкçă пирки портретсăр статьясем
- Санкт-Петербург мусăкçисем
- Пневмонипе вилнисем
- Комарово çăвинче пытарнисем
- Меццо-сопрано
- 1937 çулта çуралнисем
- Пушăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 2013 çулта вилнисем
- Пушăн 8-мĕшĕнче вилнисем