Пашкова Надежда Николаевна
Курӑнакан калӑплав
Пашкова Надежда Николаевна, — чăваш спортсменĕ, Раççей Федерациĕн тĕнче шайĕнчи велосипед спорчĕн ăсти (1993). 1962 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Ягунькасси ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарти аслă спорт ăсталăх шкулĕн вĕренекенĕ. 1986 çулта Чăваш патшалах университетне вĕренсе тухнă.
Çитĕнĕвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1991 çулта темиçе кун хушши иртекен тата шоссе тăрăх ăмăртусенче Раççей чемпионĕ, 1989 çулта СССР чемпионĕ ятне çĕнтерсе илнĕ. 1996 çулта XXVI çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă.