Петров Пётр Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Пётр Петрович Петров, — чăваш журналисчĕ. 1900 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Вылпасар ялĕнче çуралнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мăн Чурашри икĕ класлă шкулта ăс пухнă хыççăн çав шкулти вĕрентекенсен семинаринче тата Вăрнарти педагогика техникумĕнче икшер çул пĕлĕвне ӳстернĕ. Вĕренес туртăм чăваш ачине каярах Хусанти педагогика институчĕн истори факультетне илсе çитернĕ. Вĕренсе тухса «1-ступеньлĕ шкул вĕрентекенĕ» (Учитель школы 1-й ступени) дипломне тивĕçнĕ.

Хĕсмете парти мобилизацийĕпе лекнĕ. Унтан вăл 1923 çулхи пуш уйăхĕнче таврăннă. ВКП (б) Чăваш облаç комитечĕнче ĕçленĕ. 1926-1929 çулсенче республикăри «Канаш» хаçат редактор çумĕн ĕçне тимленĕ. 1929-1931 çулсенче Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче студентсене вĕрентнĕ. Ун хыççăн каллех парти комитетĕнче ĕçленĕ.

1934 çулхи кĕркуннерен 1937 çулхи çуркуннеччен Пётр Петрович ВКП (б) Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн тивĕçне пурнăçласа пынă. Ун хыççăн «Красная Чувашия» (халĕ — «Советская Чувашия») хаçат редакцийĕнче редактор çумĕ пулса ĕçленĕ.