Контент патне куҫ

Петр Заломнов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Петр Заломнов – опера артисчĕ, баритон, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, профессор.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чулхулари М. И. Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă. 1970 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕн солисчĕ.

Репертуарĕ: Онегин ("Евгений Онегин"), Жермон ("Травиата"), Грязной ("Царская невеста"), Граф ди Луна ("Трубадур"), Яго ("Отелло"), Риголетто ("Риголетто"), Игорь ("Князь Игорь"), Валентин ("Фауст"), Фигаро "Севильский цирюльник"), Эскамильо ("Кармен"), Чартков ("Портрет"), Генрих Айзенштейн, Фальк (Летучая мышь"), Граф Данило ("Веселая вдова"), Садай ("Шывармань") тата ыттисем те.

Унăн пултарулăхĕ темиçе енлĕ. Вăл паллă юрăçă, баритон партисене юрлать. Тĕрлĕ амплуа — лирикăллă, камитлă, драмăллă — мелсемпе усă курать. Вăл пĕрмай концертсем парать. Атăлçи, Уралçум тата Инçет Тухăç хулисенче пулса хăйĕн сассипе хумхантарать.

П.Заломнов педагогикăпа кĕвĕ-пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăнать.

  1. "Чăваш республикин кĕвĕ театăрĕ тата унăн сценин ертсе пыракан ăстисем" (1992),
  2. "Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ тата унăн сценин ертсе пыракан ăстисем" (2002).

Чăваш телекурав студийĕ унăн пултарулăхĕ пирки нумай фильмсем ӳнерленĕ.

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]