Пилсем çинчи поло
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Поло (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пилсем çинчи поло — Кăнтăр-Хĕвеланăç Ази ушкăнпа вылямалли поло вăййин тĕсĕ. Пилсем çинчи поло вăййине XX-мĕш ĕмĕрте Азине пынă анкăл аристокрачĕсем шутласа кăларнă. XX ĕмĕр вĕçĕнче спорт шутне кĕнĕ. 1985-мĕш çултанпуçласа пилсем çинчи поло вăййин тĕнче чемпионачĕсем ирттереççĕ.
Тăршшĕ 200 метра яхăн уйра выляççĕ. Пил çинче хăвалаканĕ тата выляканĕ лараççĕ. Икĕ ушкăн хирĕç выляççĕ. Кашни ушкăнра икшер, сайра хутра виçĕ пилĕ пулать.Вылякан çынĕсен шучĕ те тĕрлĕрен пулма пултарать. Вăйă тĕлĕ — хирĕç вылякан ушкăнăн хапхине хăшĕ ушкăнĕ те пулсан ытларах пÿске çапса кĕртесси.
Вăйă хатĕрĕсем — пӳске, хапхасем, юри хатĕрленĕ бамбук патакĕ, тăршшĕ (1,8 - 2,7 м), пил пысăкăшĕнчен килет.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Всемирная федерация поло на слонах 2008 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Движение против поло на слонах 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Особенности поло на слонах 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. - фото на Dimaxblog.ru