Чикĕ хуралçин кунĕ
Чикĕ хуралçин кунĕ — Раççей чикĕ хурал çарĕсенче хĕсметре тăраканнисен професси уявĕ. Çулсерен çавна çăвăн 28-мĕшĕнче палăртаççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Совхалкомăн 1918 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнчи декречĕпе РСФСР чикĕ сыхлавне йĕркеленĕ. Çавăн чухнех Чикĕ хуралĕн тĕп тытăмне туса хунă, унта мĕнпур йышĕпех Раççейĕн малтанхи чикĕ хуралĕн уйрăм корпусĕн Тытăмĕнчи офицерсене хĕсмете куçарнă. 1993 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи Раççей Президенчĕн Хутайĕпе тунă Раççей Федерацин чикĕ хĕсмечĕ çак структурăсен право еткерĕ пулать.
Раççей Федерацийĕ вунсаккăр патшалăхпа (урăх нимле патшалăхăн çакăн чухлĕ кӳршĕ çĕршыв çук). Чикĕри пĕрлехи ĕçлĕхе вăтăр иккĕ ют патшалăхпа палăртнă та килĕшӳ хучĕсемпе çирĕплетнĕ.
Хăй уявĕ çак çар ăрачĕн çапăçу хăватне кăтартать, çаплах тăван çĕршыва хӳтĕлекен салтаксен чун кăмăлне çĕклет. Çак кун тăван çĕршыва хӳтĕлесе паттăрла ĕçе тунă, хăйĕн пурнăçне, сывлăхне хĕрхенмен маттурсене аса илеççĕ.
Чикĕ хуралçи кунĕ малтанхи совет тапхăрĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]СССР йышĕнче пулнă хăшпĕр республикăра халĕ те çак уява, хăйсен салтакĕсен паттăрлăхне чысласа, савăнаççĕ. Так, в Беларуçре,[1] Киргизире,[2], Украинăра[3], «чикĕ хуралçи кунне» Раççей Федерацинчи пекех, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, ирттереççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей чикĕ хуралçин кунĕ
- Эрмени чикĕ хуралçин кунĕ
- Молдова чикĕ хуралçин кунĕ
- Чикĕ хуралçин кунĕпе саламланисем