Покрасс Дмитрий Яковлевич
Дми́трий Я́ковлевич Покра́сс (юпа, 26 (чӳк, 7) 1899, Киев, Украина – раштав, 20 1978, Мускав) — раççей тата совет музыканчĕ, композитор. СССР халăх артисчĕ (1975).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сакăр çултан пуçласах куплетсем юрласа хырăма тăрантарнă, хуласем тăрăх çӳрет, ватă Киев çумĕнчи, çар оркестрĕсен, еврей туйĕсемпе уявĕсен, синематографăн, синагогăри украин хавас ташшисен кĕвĕ-юррисене тимлет.
1914–1917 çç. Петроград консерваторинче фортепиано класĕнче вĕреннĕ. Студент чухнех романссем тата варьете артисчĕсем вали хайлать.
«Ирмочка» («Гримасы жизни») романс пуххине çырать: «Интимные песенки кабаре жанра Изы Кремер, Вертинского, Сабинина, Хенкина». Романссен кĕввинче паллă салун артисчĕсен манерĕсемпе, танго, тустеп, вальс-бостон меслечĕсемпе усă курнă. «Интим жанр» юррисене «чикан баян юррине» шăрантаракан В. Шуйский валли («Стыдливая чайная роза», «Вы улыбнулись мне», «Мичман Джонс», «Танго Долорес», П. Герман, О. Осенин тексчĕ) çырнă. 1917 çулта Киева таврăнать, аккомпаниатор пулса ĕçлет. 1919 çулта Ростов-Тан-çинчи хулари «Кривой Джимми» эстрада театăренче ĕçлет. 1919—1921 çулсенче Пĕрремĕш Юланут çарĕнче хĕсметре. Пĕрремĕш Юланут çарĕ Ростова йышăннине чысласа «Марш Будённого» (1920, сăвви А. Д’Актилĕн) юрă çырать. Хăйĕн вăрçă юлташĕсене халалласа «Гей-гей, седлай коней», (Д. Бедный тексчĕ), «Вперед» кантата, «Красные кавалеристы» марш юррине (иккĕшне С. К. Минина).
1923 çултанпа — Мускавра, эстрада мусăккин тĕрлĕ жанрĕпе ĕçленĕ. Миниатюр театăрĕсемпе кабаре валли, Т. Церетели, чикан хорне, Е. Доберо, О. Варгина юрăçсене «Альказаре-ре» аккомпаниленĕ.
1923–1926 çулсенче — «Палас» тата «Эрмитаж» мускав театăрĕсен тĕп дирижёрĕ тата кĕвĕ пайĕн ертӳçи. 1926–1936 çулсенче Мускав мӳзик-холлĕн дирижерĕ кĕвĕ пайĕн ертӳçи. 1932–1954 çулсенче Даниил Покрасспа пĕрле хевтеленĕ.
1936–1972 — Чукун çул ĕçтешĕсен этеплĕх тĕп çурчĕн эстрада оркестрĕн пултарулăх ертӳçи. Кинофильмсемпе драма спектаклĕсем вали кĕвĕ-юрă çырать.
Пиччĕшĕ çĕре кĕрсен Дмитрий «Марш мотопехоты» (тексчĕ Е. Долматовскин, 1957), «Великий город» («Песня о Москве», Пришелец тексчĕ, 1974), «Люба, Любушка, Любовь» (П. Градов тексчĕ), «Родной городок» (Михаил Светловăн тексчĕ, 1975), «Марш БАМ» (М. Вершининăн тексчĕ, 1975) юррисене кĕвĕлет. Çаплах «Красные дьяволята» (1950), «Конармия» (1950) драмăллă спектакăльсене кĕвĕпе илемлетет, сĕрме купăс валли те хайлать, романс тĕсне те манăçа хăвармасть.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Покрасс Д. М. Песни боевых лет // «Советская музыка». — 1957. — № 11.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Покрассем
- Дума про казака Голоту (1937)