Попов Олег Константинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Попов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Олег Попов
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Олег Константинович Попов
Çуралнă вăхăт: 1930, утă, 31
Çуралнă вырăн: Вырубово ялĕ, Кунцево районĕ,
Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2016, чӳк, 2
Вилнĕ вырăн: Ростов-Дон-çинчи, Раççей Федерацийĕ
Професси: XX ĕмĕрти Раççей, Германи цирк артисчĕ, СССР, Раççей, Германи клоунĕ, актёрĕ, режиссёрĕ
Карьера: 1950-2016
Чыславсемпе парнесем:
Туслăх орденĕ — 1994
Ленин орденĕ — 1980 Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
ССРП халăх артисчĕ— 1969 РСФСР халăх артисчĕ— 1958 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1956
http//:www.oleg-popov.com

Олег Константинович Попо́в (утă, 31, 1930, Вырубово ялĕ, Кунцево районĕ, Мускав облаçĕ,РСФСР, СССРчӳк, 2, 2016, Ростов-Дон-çинчи, Раççей Федерацийĕ) — совет тата нимĕç цирк артисчĕ (клоун), актёр. СССР халăх артисчĕ (1969). 2016 ç. чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче Олег Попов Ростов-Дон-çинчи хулана гастроле кайнă та чӳкĕн 2-мĕшĕн каçĕңче чĕре таппи чарăннипе хăна çуртĕнче вилсе кайнă.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çамрăклăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Олег Константинович Попов 1930 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Мускав облаçĕн е Кунцево районĕнчи Вырубово ялĕнче çуралнă[1] (халĕ ял Одинцово районĕнчи Одинцово хула тăрăхне керет. Каярах çемье Обираловкăна, маçакăшĕпе мамакăшĕ патне, пурăнма куçнă[2], тепĕртакран Мускава, «Динамо» стадионĕ патне куçнă. Ашшĕ хытă ĕçнĕ те 1941 çулта тÿĕрмене лекнĕ. Амăшĕ иккĕмĕш хутчен качча тухнă та хушаматне улăштарнă.

1943 çулта Олег «Правда» полиграфи комбинатне слесаре вĕренме ĕçе кĕнĕ.

О. К. Попов, Марион Баарс акварелĕ.

Çитес çулта, «Крылья Советов» спорт керменĕнче акробатика кĕтесĕнче вăл цирк вĕрентĕшĕн студенчĕсемпе паллашать, вĕсен репетицисене çӳрет. Çав çултах Олег Цирк тата эстрада ӳнерĕн патшалăх вĕрентĕшне вĕренме кĕнĕ, 1950 çулта «пăралук çинчи эксцентрик» профессие илнĕ.

Совет Союзĕнчи карьера[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн карьерине эквилибрист пулса пуçланă, «Эксцентрик ирĕклĕ пăралук çинче» (режиссёр-педагог С. Морозов) номерне кăтартнă. 1951 çулта кавир клоунĕ евĕр Сарăту циркĕнче дебюта тухнă[3]. Çак амплуара Карандаш клоун ертсе пынă Çамрăксен цирк коллективĕнче (1951—1953) хăйĕн пурнăç ĕçне тупнă.

Олег Попов «Хĕвел клоунĕ» артист сăнарне калăпланă. Хăйĕн номерĕсенче эквилибристика, акробатика, жонглировани, пароди цирк ăстайлăхĕсемпе усă курнă, çапах та унăн паллă меслечĕ — буффонадăпа эксцентрика мелĕсемпе хатĕрленĕ антре. Чи лайăх репризисем — «Повар», «Шăхлич», «Пайăрка».

Германие кайни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1991 çултанпа, раççей гражданлăхĕнчен тухмасăрах[4], Эглофштайнре (Германи) пурăннă, ĕçленĕ[5]. Хăйĕн цирк программинче, «Телейлĕ Ганс» псевдонимпа ĕçленĕ.

2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче, 24 çул Германире пурăннă хыççăн, Раççее килсе курнă; çĕртмен 30-мĕшĕнче сочи циркĕн аренинче, иккĕ репризăпа Тĕнчери профессиллĕ «Мастер» цирк парни программинче хутшăннă[6].

2015 çулхи раштав уйăхĕнче Санкт-Петербурга, Чинизелли циркне реставрациленĕ хыççăн уçнă чухне, çитнĕ [7].

Нумай телеярăма, сăмахран, ачасен «Будильник» телеярăмне, хутшăннă. Татăшах кинора çапăннă, ытларах камео, цирк спектаклĕсене режиссёр май хатĕрленĕ.

Артист Анăç Европăра совет циркĕн пĕрремĕш гастролĕсене хутшăннă. Çак çӳревсене пула вăл тĕнчери мухтава тивĕçнĕ.

Вормсре (Германи) выляни, 2009 çул.

Вилĕм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2016 çулхи чӳкĕн пуçламăшĕнче 86-çулхи Олег Попов гастрольпе Ростов-Дон-çинчи хулана кайнă, унтах чӳкĕн 2-мĕшĕнче каçпа, куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Ростовра унăн «Яланах Хĕвел пултăр!» шоу премьери иртнĕ[8]. По словам директора ростовского цирка, смерть наступила в гостинице; у Попова остановилось сердце[9][10]. По факту смерти начата следственная проверка[5]. Арăмĕпе хĕрĕн кăмăлĕпе Попова Германире пытарма йышăннă[11].

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Актёр ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Документалистика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1966 — «В городе клоун. Олег Попов в Ленинграде.», «Великие клоуны» документлă цикл, реж. Лия Дербышева. Студия ЦСДФ (РЦСДФ). При участии Совэкспортфильм.
  • 2003 — документлă фильм «Клоуны — Короли смеха. Олег Попов» — Кинофабрика Д. Харитонова, реж. Виктор Голювинов.
  • Свидание с Олегом Поповым. Документальный фильм. ООО «Студия Телеостров». Режиссёр: Виктор Голювинов. Сценарий: Дмитрий Любиков. ГТРК «Культура», 2004. 31.07.2015.
  • 2013 — документлă фильм «„Смешная жизнь“ Олега Попова» — Кинокомпания «Студия „Пассажир“», реж. Андрей Анненский.
  • 2015 — документлă фильм «Я жив!» — Телекомпания «Останкино», реж. Екатерина Наседкина

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Энциклопедия «Мир цирка», том первый «Клоуны», с.388-397

Ăсăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Семья будущего клоуна 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Сотникова Н. А. Обираловка и вокруг неё — М. О.: Изд. ОАО «Подольская фабрика офсетной печати», 2012. — 296 с.
  3. ^ Саратовский цирк
  4. ^ Клоун Олег Попов: «Какой же я предатель?!»
  5. ^ 1 тата 2 «Следователи начали проверку по факту смерти клоуна Олега Попова», Би-Би-Си, 3.10.2016
  6. ^ Ольга Сухова, Сергей Кулаков. «Солнечный» клоун Олег Попов в Сочи: «Комсомолка» дала мне путёвку в жизнь (выр.), Комсомольская правда (1 июля 2015 г.). Тĕрĕсленĕ 31 Утӑ уйӑхӗн 2015.
  7. ^ Олег Попов: «Зрители меня уговорили» // New Times, № 42, 14.12.2015
  8. ^ СК проверяет обстоятельства гибели Олега Попова в Ростове-на-Дону, RNDonline.ru (03.11.2016).
  9. ^ СК начал проверку по факту смерти Олега Попова в Ростове-на-Дону (выр.). «Информационное телеграфное агентство России (ИТАР-ТАСС)» (03.11.2016).
  10. ^ «Следователи начали проверку смерти клоуна Олега Попова» 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ https://ria.ru/culture/20161103/1480580710.html
  12. ^ О награждении орденами и медалями СССР артистов цирка — В МИРЕ ЦИРКА И ЭСТРАДЫ
  13. ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 30 июля 2010 года № 506-рп «О награждении Почётной грамотой Президеента Российской Федерации Попова О. К.» 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ УКАЗ Президента РФ от 17.12.1994 N 2197"О НАГРАЖДЕНИИ ГОСУДАРСТВЕННЫМИ НАГРАДАМИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ" 2015 ҫулхи Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  15. ^ … «Хĕвеллĕ клоун» Олег Попов Вейдлинг генералăн адъютанчĕ рольне вылять(ĕçлемен каçă)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интервьюсем тата статьясем[тӳрлет | кодне тӳрлет]