Потанина Александра Викторовна
Потанина Александра Викторовна, — Тĕп Азине тĕпчекен, çулçӳревçĕ, этнограф. 1843 çулхи нарăс уйăхен 6 (ç.с.) Чулхула кĕперниĕнчи (халĕ Чулхула облаçĕ) Горбатов хулинче çуралнă. 1893 çулхи юпа уйăхĕн 1 вилнĕ. Кяхта хулинче çĕре кĕртнĕ.
Тĕп Азине тĕпчекен хĕрерамсенчен пĕрремĕш шутланать. Г. Н. Потанин арăмĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В. Лавровскийĕн, Чулхулари ăс-тăн семинариĕн вĕрентекенĕн интелегент çемьинче çуралнă. Хĕрсен училищинче вĕреннĕ, воспитательница пулса ĕçлене. 1872 çулта Вологда кĕперниĕн Никольска ссылкăна янă Константин пиччĕшĕ патне кайса килнĕ. Унта Константинăн юлташĕпе, Г. Н. Потанинпа паллашнă. Кăштахран Григорий Потанинпа пĕрлешнĕ.
Ачаранах ӳкернипе тата естество ăслăлăхĕсемпе кăсăкланнă. Мăшăрĕ Тĕп Азине çулçӳреве кайнă чухне унпа пĕрле пынă. Мăшăрĕпе пĕрле 1876-1877, 1879-1880 çулсенче Монголин çурçĕр-хĕвеланăç енне, 1884-1886, 1892-1893 çулсенче çурçĕр енчи Китая, Тибетăн хĕвелтухăç енне тата Монголин тĕп районĕсене çитсе килнĕ. Юлашки çулçӳревĕнче Янцзы юханшывĕ çинче чирлесе вилнĕ.