Привалова Ирина Анатольевна
Ирина Привалова | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | хĕрарăм |
Тулли ят: | Привалова Ирина Анатольевна |
Гражданлăх: | РФ |
Ăстаçăлăх: | çăмăл атлетика |
Çуралнă вăхăт: | 1968, чӳк, 22 |
Çуралнă вырăн: | Малаховка ялĕ, Люберцă районĕ, Мускав облаçĕ, РСФСР, ССРП |
Ирина Анатольевна Привалова (пĕрремĕш упăшкипе — Сергеева[1]; чӳк, 22, 1968, Малаховка, СССР) — совет тата раççей çăмăл атлечĕ, олимп чемпионки (2000 çул), нумай хутчен тĕнче, Европа, СССР, РФ чемпионки. РФ тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Спорта юратакан çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕ — Анатолий Алексеевич Привалов, Камчаткăра çуралнă. Бауман яч. МАТУ тата ССРП тулаш сутилĕвĕн академинче вĕренсе тухнă. ССРП Сутилӳ-промăçлăх палатин системинче ĕçленĕ.
Çӳллĕше сикес спорчĕпе хăтланма тытăннă. 13 çулта вăрăммăша сикессин тата спринт ăсталăхне алла илнĕ. 17 çултанпа, МПУ журфак-не вĕренме кĕрсенех, Владимир Паращук тренер патне кайнă. Паращук ăна валли специализацие палăртнă — кĕске дистанцисене чупасси.
Карьера пуçламăшĕнче Сергеева хушаматпа ăмăртнă. Чылай çул Ирина шурӳтлĕ спринтерсем хушшинче чи вăйли шутланнă, унăн залсенчи 50 м тата 60 м дистанцисенчи рекорчĕсене халичч те никам та çĕнетмен. Карьерăн пĕтĕм тăршшипех Владимир Паращук тренерпе тăрăшнă[2].
Штутгартра 1993 çулта иртнĕ тĕнчери çăмăл атлетика чемпионатĕнче Ирина Привалова 4×100 м эстафетăра ылтăн медале çĕнсе илнĕ. 1992 çулта Барселонăра иртнĕ Олимп вăййисенче Пĕрлештернĕ команда йышĕнче Ирина 100 м дистанцире бронза медале, çаплах 4×100 м эстафетăра кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 1994 çулта вăл 100 м тата 200 м дистанцисенче, 1998 çулта — 200 м дистанцире çĕнтернĕ.
1994 çулта Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕ Приваловăна хĕрарăмсем хушинче «Европăри чи лайăх çăмăл атлет» среди женщин премипе чысланă.
Хăйĕн спортри карьерин юлашки çулĕсенче Ирина Привалова вăрăмрах дистанцисене чупма тытăннă. 2000 çулта Сиднейри Олимп вăййисенче барьерсем урлă 400 м чупнипе «ылтăна» çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне, 4×400 м эстафетăра раççей команди йышĕнче бронза медале тивĕçнĕ.
2004 çулта Афинăра иртнĕ Олимп вăййисене Ирина Привалова хутшăнман, килйышĕпе вăхăта ирттернĕ. Пекинри Олимп вăййисене (2008) хатĕрленнĕ, спринтерсен дистанцисенчне темиçе старта тухнă, çапах та çĕрыв командине суйланса кĕреймен.
Пайăр пурнăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕрремĕш хут 18 çулта качча кайнă, упăшки — спортсмен-легкоатлет тата журналист Евгений Сергеев. Вĕсен Алексей ывăл çуралнă (ача çуралсанах уйрăлнă).
- Иккĕмĕш упăшка — хăйĕн тренерĕ Владимир Паращук (2017 çулта çĕре кĕнĕ), вĕсен икĕ хĕр — Мария (25.12.2001 çур.) тата Екатерина (2005 çур.)[3].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ПРИВАЛОВА ГОТОВИТСЯ К ОЛИМПИАДЕ В ПЕКИНЕ. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Как сделать чемпионку
- ^ Ирина Привалова: Я не люблю нашу попсу
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет] Олимп чемпионкисем, 400 метр барьерсем çийĕн чупассипе |
|
---|---|
1984: Наваль Эль-Мутавакель • 1988: Дебби Флинтофф-Кинг • 1992: Салли Ганнелл • 1996: Деон Хеммингс • 2000: Ирина Привалова • 2004: Фани Халкия • 2008: Мелани Уокер • 2012: вакантлă • 2016: Далайла Мухаммад • 2020: Сидни Маклафлин |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Люберцă районĕнче çуралнисем
- Хисеп орденĕн кавалерĕсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- ССРП кĕске дистанцисене чупакансем
- ССРП çăмăл атлетика чемпионĕсем
- РФ олимп чемпионĕсем
- Çăмăл атлетикăри олимп чемпионĕсем
- Çăмăл атлетикăри тĕнче чемпионĕсем
- Çăмăл атлетикăри Европа чемпионĕсем
- «Своя колея» премин лауреачĕсем
- РФ кĕске дистанцисене чупакансем
- РФ барьерсем çийĕн чупакансем
- ССРП тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕсем