Контент патне куҫ

Пусташ (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пусташ (выр. Посташь), — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Рутка шывĕн юппи.

Юханшыв çылкуçĕ Черномуж ял патĕнче вырнаçнă. Çĕн Сала (выр. Новосёлово) пушă ял çывăхĕнче Рутка шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем çирĕм патнелле, чи пысăккисем — Лиска, Сучок, Собачка, Монотня.

Пусташ ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать. Юханшыва тăватă вырăнта пӳлсе пĕве тунă.

Пусташ хĕрринчи ялсем: Черномуж, Мельниково, Шалагино, Королёво, Кĕçĕн Зверево, Пусташ, Поздеево, Торопово, Иккĕмĕш Николаевски.