П. эрч. 36

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Пулăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 36 — Консулсем: Луций Геллий Публикола тата Марк Кокцей Нерва. Суффект-консулсем: Луций Ноний Аспренат тата Марций.
  • 36 — Çулла — Помпее хирĕçле Октавиан флочĕ Дикеархирен, Лепид флочĕ Африкăран, Тавра Антоний флочĕпе Тарентран тухнă. Тăвăл çĕкленнĕ. Лепид нумай карапа çухатнă, çапах та Сицилие çитнĕ. Октавиан флочĕ карапсене çухатнă, вăл уйăх хушши карапсене юсанă. Марк Випсаний Агриппа флотне вăл Милсем патне янă, хăй Тавра карапĕсемпе Тавромение кайнă. Агриппа флочĕ Помпее çĕнтернĕ. Октавиана Тавроменире аннă чухне пĕтĕмпех аркатнă. Октавиан тарса аран çăлăннă.
  • 36 — Милсенче Агриппа, Октавиан тата Лепид çарĕсем пуçтарăннă, Мессена патĕнче вырнаçнă та Сицилие тустарма тытăннă. Помпей Октавиана вăрçăна тинĕсри çапăçупа пĕтерме сĕннĕ. Иккĕ енĕ те 300 карапа тăратнă. Навлох патĕнче Агриппа флочĕ Помпейĕне аркатнă. Помпей (73-35) Сицилирен тарнă. Мессенăпа Лилибея гарнизонĕсем капитуляциленнĕ.
  • авăн, 3 — п. эрч. 36 çул — Навлох (Сицили) патĕнчи çапăçу, унта Октавиан флочĕ Агриппа ертсе пынипе Секст Помпей флотне çĕнтернĕ, çакăнпа Помпейпе Октавиан хушшинчи граждан вăрçи вĕçленнĕ.
  • 36 — Лепид хăйне валли Сицилие хăварасшăн пулнă. Лепид лагерьне пырсан, Октавиана вĕлерме хăтланнă. Лепида çарĕсем хăварнă, ăна çарпуçран антарнă та Риме ăсатнă. Африка тата Сицили Октавиан енне куçнă. Проскрипцисене вĕçленĕ. Октавиан Римре овацие тивĕçнĕ, плебей трибунĕ пулса тăнă.
  • 36 — Римлянсем ибер патшине, Фарнабаза, çĕнтернĕ. Антоний çарпуçĕ Публий Канидий Красс Албание пăхăнтарать.
  • 36 — Антоний Эрменирен Мидипе Атропатенăена тапăнса кĕрет. Неудачная осада столицы Атропатены Фрааспы. Антоний вынужден отступить. Антоний эрменсен Артавазд патшине тыткăна илсе Икĕпата ярать.
  • 36 — Клеопатра, Антоние Евфрата çити ăсатсан, Иудейĕне кĕрсе Ирод патĕнче чарăннă.
  • 7.16.3.2.13, 6 Бен 16 Шуль (раштав, 10 п. эрч. 36 çул) — пирĕн пата çитнĕ пĕрремĕш майя календарĕн стели (Чьяпа-де-Корсо, Чьяпас, Мексика).

Хань тата Хунну:

Çуралнă[тӳрлет | кодне тӳрлет]