П. эрч. 47

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Пулнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 47 — Римре курул магистрачĕсене, çулталăкри юлашки виççĕ уйăхсăр пуçне, суйламан. Консулсем: Квинт Фуфий Кален тата Публий Ватиний (иккĕ плебей).
  • 47 — Фарнак, Боспор патши, Кĕçĕн Эрмение ярса илнĕ, Каппадокирен Ариобарзан патшана хăваласа янă та Галати патши Дейорат çине тапăннă. Цезарь лартнă Домицие Фарнак çапса аркатнă, Понт хулана тавăрнă та хăйне Ази патши ята илнĕ.
  • 47 — Икĕпатсем римлянсемпе вăрçă пуçлаççĕ. Птолемей Цезарь патĕнче тыткăнра. Ахилла салтаксемпе Пелусирен тухать те Александрие йышăнать. Ахилла гаване илесшĕн, çапла ан пултăр тесе Цезарь ăна чĕртсе ярать. Вут-кăварта Александрия библиотекинчи 40 пин çыру çунса кайнă. Римлянсем Фарос маякне илнĕ. Арсиноя, Птолемей XII хĕрĕ, Ахиллăна вĕлерме хушать те çарпуçĕ пулма Ганимед евнуха лартать. Рим флочĕн Эвност гаванĕнчи çĕнтерĕвĕ. Цезарь Фарос ялса илнĕ, анчах та икĕпатсем кĕпере атакăланă та римлянсене çапса тăкнă. Птолемей, лăпкăлăх тума шантарса, ирĕклĕхе тухать. Вăрçă тăсăлать. Митридат, Цезаре пулăшма пырса, Пелусие илет. Цезарь Нил çыранĕнче Митридат çарĕпе пĕрлешет. Римлянсем икĕпатсене çемĕреççĕ. Птолемей XIII тарнă чухне вилет. Цезарь астула Клеопатрăпа унăн шăллĕне - Птолемей XIV - лартнă.
  • 47-44 — Икĕпат патши Птолемей XIV (58-44). Птолемей XII ывăлĕ.
  • 47 — Цезарь Клеопатрăпа Нил тăрăх тăвалла çула тухать, анчах та кĕçех каялла таврăннă. Плебссем Римре пăлхану çĕқленĕ, Антоний ăна пусарнă. Испани Цезарьтен уйрăлнă. Çĕртме — Цезарь Кĕçĕн Азие кайнă, Киликие, Каппадокие тата Галатие çитнĕ. Цезарь Зел патĕнче Фарнака çĕнтернĕ хыççăн сената çапла пĕлтернĕ: «Veni, vidi, vici». Боспор патши пулма Цезарь Митридата лартать. Çулталăк вĕçĕ — Цезарь Италире. Кампаньери легионсен пăлханăвĕ. Ветерансене çĕр панă. Рима апат-çимĕçпе тивĕçтерекен иккĕ эдила тунă.
  • Çурла, 2 — Гай Юлий Цезарь Зел патĕнчи çапăçура Фарнак II боспор патшин çарне çĕмĕрнĕ.
  • 47 — Цезарь Боспор патши пулма Митридата лартнă. Боспор паллă çыннине - Ассандра - Боспор патши тунă. Понт айĕнчен тухнă.
  • 47 — Фарнак тăрăма лартнă Асандр, хăйне патша тесе пĕлтернĕ.
  • 47-18 — Боспор патши Асандр. Фарнак хĕрне, Динамие, качча илнĕ.
  • 47 — Антипатра Иудей прокураторĕ тунă. Гиркан тулли мар влаçа сыхласа юлнă. Иудей территорийĕ ӳснĕ, рим салтакĕсене Иудейрен кăларнă.
  • Нумидия - Рим провинцийĕ

Хань тата Хунну:

Çуралнă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вилнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]