РФ гуманитари конвойĕ
Çак статьяра хальхи пулăмсене çырса кăтартнă. Пулăм аталаннă май информаци хăвăрт улшăнма пултарать.
Эсир статьяна 20:15 10 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC) версипе пăхатăр. (çĕнетмелле) Хальхи пулăм пирки пĕлтерĕве «Хальхи пулăмсем» портала кĕртме ан манăр. |
РФ гуманитари конвойĕ — вăрçăран аптранă тухăç Украина регионĕсене (2014 çулхи çу уйăхĕнче йĕркеленнĕ Çĕнĕ Раççее кĕрекен тĕнчере йышăнман Донец тата Лугань республикисем) 2014 çулхи çурла уйăхĕнчи Раççей гуманитари пулăшăвĕ. Çурлан 12-мĕшĕнче Наро-Фоминск хулинче (Мускав облаçĕ) пуçтарнă 280 шурă КАМАЗ автоколонни çурлан 22-мĕшĕнче Украина патшалăх чиккине Лугань Халăх Республикин салтакĕсем тытса тăракан Изварино чикĕ вырăнĕнче каçса çав кунах мĕнпур гуманитари тиевне Луганск çитернĕ[1].
Умĕнхи кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2014 çулхи çурлан 11-мĕшĕнче РФ президенчĕ Владимир Путин Жозе Мануэл Баррозу Еврокомиссин председателĕпе телефонпа калаçнă чухне Украинăна гуманитари конвойĕ ăсатнă пирки хыпарланă[2].
Йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çурлан 12-мĕшĕнче Раççей Наро-Фоминскра Мускав облаçĕнче пурăнакансем пуçтарнă гуманитари конвойне (пĕрлехи тиев йывăрăшĕ — 2000 тоннă) 280 тиев автомобилĕ çине апат-çимĕç (çав шутра 400 тоннă кĕрпе, 100 тонна пылак, 62,4 тоннă ача-пăча çимĕçĕ, 340 тоннă какай консерви, 30 тоннă тăвар, 60 тоннă сĕт-çу консерви, 0,8 тоннă чей), медикамент япали (54 тоннă медицин пурлăхĕпе эмел), кĕленчĕне тултарнă 679,5 тоннă ĕçме шыв тата 12,3 пин ыйхă михи, çаплах тĕрлĕ хăватлă 69 электростанци комплектне пухнă[3][4][5][6]. «Ведомости» хаçатра ЯЛТМ тата правительство пĕлтернипе, япаласене наци резервĕн ампарĕсенчен пуçтарнă[7].
Украина влаçĕсем пĕлтерни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Владислав Гордеев Российский конвой начал движение по территории Украины 2014 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. // РБК, 22.08.2014
- ^ Путин обсудил с Баррозу последствия проводимой Киевом военной операции
- ^ Москва и Московская область отправили гуманитарную помощь на восток Украины // Интерфакс, 12.08.2014
- ^ Автоколонна с гуманитарной помощью жителям юго-востока Украины выехала из Подмосковья // ИТАР-ТАСС, 12.08.2014
- ^ Роман Подервянский Financial Times: Кремль согласует с Киевом место входа гуманитарной колонны РФ на Украину // ИТАР-ТАСС, 12.08.2014
- ^ Красный Крест призвал не политизировать вопрос о гуманитарной помощи Украине // Интерфакс, 13.08.2014
- ^ Владимир Дергачев Гуманитарная колонна заходит с тыла // Газета.ру, 15.08.2014