Интерфакс
Тĕнче хыпар ушкăнĕ«Интерфа́кс» (акăл. Interfax Information Services Group) — Раççейĕн паллă, пĕрремĕш патшалăхăн мар хыпар агентстви.
Ушкăн тытăмĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- отраçль хыпар агентствисем:
«Интерфакс-АВН», «Интерфакс-АГИ», «Интерфакс-АКИ», «Интерфакс-АНИ», «Интерфакс-АФИ», «Интерфакс-Дилинг», «Интерфакс-Телеком»
- регион хыпар агентствисем:
«Интерфакс-Центр», «Интерфакс-Северо-Запад», «Интерфакс-Поволжье», «Интерфакс-Юг», «Интерфакс-Урал», «Интерфакс-Сибирь», «Интерфакс - Дальний Восток», çаплах «Интерфакс-Украина», «Интерфакс-Запад», «Интерфакс-Казахстан», «Интерфакс-Азербайджан», «Интерфакс-Китай».
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Агентствăна 1989 çулта никĕсленĕ. Вăл СССР-ăн патшалăхăн мар агентстви пулнă. Паян «Интерфакс» Раççейĕн виçĕ пысăк агентствинчен пĕри шутланать.
«Интерфакс» тĕнче бизнес рейтинг лидерĕпе —Moody's Investors Service агентствипе пĕрле — «Moody's Interfax Rating Agency» туса хунă, вăл раççей рейтинг пасарĕнче малта пыраканĕ шутланать[1].
2004 çул вĕçĕнче «Интерфакс» тĕнчери пысăк Experian кредит бюровĕпе пĕрле «Экспириан Интерфакс» бюровне туса хурать, вăл халĕ Раççейĕн малти виçĕ кредит бюровĕ шутĕнче[1].
«Интерфакс» хаклă хутсен пасарĕнче ĕçлекен пин раççей компани валли эффективлă хыпар тупса парать. 2001 çултанпа Финанс пасарĕсен федераци хĕсмечĕн полномочиллĕ агентство пулнă май «Интерфакс» витĕр çулсерен 100 пин ытла эмитентсен оперативла пĕлтерĕвĕ тухать[1][www.e-disclosure.ru].
2007 çулхи ака уйăхĕнче МХХ пĕлтернĕ тăрăх, «Интерфакс» хыпар ушкăнĕ «Финмаркет» хыпар агентствин 90% акцине туяннă. «Газеты.Ru» информаципе, компание сутас ĕçе 2006 çултах тапратнă, çакна валли бизнес хаклавне ирттернĕ. Çак хаклавăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе, «Финмаркет» 7 миллион АПШ долларĕ майлă таяннă. Апла пулин те «Интерфакс» та, «Финмаркет» та çак сумма икĕ хут йӳнĕрех пулна теççĕ.[2]
Тунă япаласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «СПАРК» — Раççейри регистрланă юридици йĕркелĕвĕсемпе индивидуаллă пайăр усламçисен хыпар-аналитика бази [1];
- «СКАН» — çĕнĕ хыпарсене пур енлĕ мониторингпа анализ тăваслăх системи [2] 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.;
- «Эфир» — Windows-клиент, оперативлă режимпе çĕнĕ хыпар, акцисен, облигацисен, валютăсен хакне, çаплах индекссене тата ыттисене те пĕлме пулать [http://ideal.ru/;
- «ifx» — çĕнĕ хыпар архивне кĕмелли веб-терминал [3].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Группа «Интерфакс» 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ «Газета.Ru», «„Интерфакс“ по дешёвке прикупил интернета». 3 апреля 2007 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.