Рекеев Алексей Васильевич
Рекеев Алексей Васильевич | |
Рекей Лекçейĕ | |
Çуралнă вăхăт | 1848 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Кăнна Кушки, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни |
Вилнĕ вăхăт | 1932 |
Вилнĕ вырăн | Байглычево ялĕ, Елчĕк районĕ Чăваш АССР |
Гражданлăх | Ӳкерчĕк:Flag of Раççей империйĕ.svg |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ĕçе илекен | |
Чыславсемпе парнесем | набедренник (1887 ç.), скуфья (1894 ç.), камилавка (1903 ç.), Шаблон:Таса Анна орденĕ (1905 ç.) |
Рекеев Алексей Васильевич (1848, Кăнна Кушки, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни — 1932, Байглычево ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР) — чăваш çутлăхçи, чиркӳ тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, миссионер, этнограф, педагог тата тăлмач, чăваш çырулăхĕпе литературин никĕсне хываканĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ачалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рекей Лекçейĕ Чĕмпĕр кĕпернин Пава уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче (И. Я. Яковлевпа пĕр ялтах) çĕр ĕçтĕшĕн йышлă çемьинче çуралнă. Чăвашла тата тутарла калаçнма пĕлнĕ. Бурундук удел училищинче пĕлу пухнă.
Ача çулĕсенченех А. В. Рекеев пĕлӳ патнелле туртăннă. 1868 çулхи юпан 28-мĕшĕнче (чӳкĕн 9-мĕшĕнче) çуран çитмĕл çухрăм ытла утса, вăл Чĕмпĕре вĕренме çитнĕ, пĕр ялти хăйĕн юлташĕн – Чĕмпĕрти классика гимназинче вĕренекен И. Я. Яковлевăн — хваттерĕнче чарăннă. к кун Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен (чăваш халăхĕн кун-çулĕнче пĕрремĕш наци шкулĕ) шутланать, А. В. Рекеев – унти пĕрремĕш (виççĕрен пĕрри), çаплах И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ пулать.[1]
1870 çулчен А. В. Рекеев Чĕмпĕрти уес училищинче, кайран – икçуллă педагогика курсĕсенче вĕреннĕ, 1872 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче (утăн 2-мĕшĕнче) ăнăçлă вĕçленĕ.
Вĕрентӳç тата тăлмач ĕçлĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1872 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче (авăнăн 1-мĕшĕнче), Чĕмпĕр кĕпернинчи халăх училищисен директорĕн хушăвĕпе, А. В. Рекеева Чĕмпĕр уесĕн Вăтам Тимĕрçен ялĕнчи пуçламăш училищин вĕрентрӳçи пулма çирĕплетнĕ. 1874 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче (юпан 12-мĕшĕнче) Хусан вĕренӳ тăрăхĕн пепечителĕ хушнипе ăна Хусанти вĕрентӳçĕсен семинари çумĕнчи пуçламăш чăваш шкулĕн вĕрентӳçи пулма çирĕплетнĕ, кунта вăл вырăссен паллă миссионерĕ тат çутлăхçи Н. И. Ильминский ертсе пынипе тăрăшнă.
И. Я. Яковлев ертсе пынипе А. В. Рекеев Евангелие, Псалтыре, Апостола, Сăваплăхлă Истори тата Турă кĕлĕвĕн кĕнекине чăвашла куçарнă, çĕнĕ чăваш алфавитне тата пĕрремĕш букварьсене хатĕрленĕ, чăваш вĕрентӳçисен пĕрремĕш съезчĕсене йĕркелӳ ĕçĕсене туса пынă. И. Я. Яковлев каланипе, А. В. Рекеев «чăвашсен çутĕç ĕç-пуçĕнче шанчăклă та усăллă ĕçченсенчен пĕрри пулнă» пулнă.[2]
Чиркӳри тата миссионер ĕçлĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1878 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче (раштавăн 3-мĕшĕнче), Хусанти вĕрентӳçĕсен семинарин директорĕ Н. И. Ильминский ыйтнипе А. В. Рекеева «çав Семинари çумĕнчи килти Сахар-Лисавет чиркĕвĕн» диаконĕ туса хунă. 1878 — 1881 çç. вăл («диакон санĕнче») Хусанти вĕрентӳçĕсен семинари çумĕнчи пуçламăш шкулĕн турă саккунне вĕрентекен пулса тăрăшать.
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. В. Рекеевăн арăмĕ — Мария Ивановна Рекеева (1909 çулхи çĕртме уйăхĕнче 53 çулта пулнă). Ачи-пăчи пирки нимле хыпар та çук.
Вилĕм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. В. Рекеева Байглычево ялĕнчех – хăй тăрăшнă чиркӳ çумĕнчех пытарнă. Вилтăпри паянкуна та упрануллă та тирпейлĕ.
А. В. Рекеевăн ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Рекеев А. Чуваши. Применение системы Ильминского к их просвещению// Сотрудник Братства святителя Гурия. – 1911. – № 25 и 26 (26 июня). – С.с. (385) – 418. (Републиковано: Алексеев И.Е. Православная миссия в Казанской епархии в конце XIX – начале XX вв./ Выпуск I: Статьи и документы по истории православного миссионерства, храмов и монастырей. – Казань: ООО «Астория», 2010. – С.с. 87 – 117.)
- Рекеев А. О Байглычевском приходе// Сотрудник Приволжской Миссии. – 1911. – № 49 (4 декабря). – С.с. 786 – 788.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2009 çулхи çу уйăхĕнче Байглычево мăнаçлăн А. В. Рекеева палăка уçнă, ăна лартас шухăш 2008 çулта, И. Я. Яковлевпа А. В. Рекеев 160 çул тултарнине асăннă чухне çуралнă.[3]
Палăка уçнă церемонире район пуçлăхĕ Николай Миллин, «Еткер» чăваш фончĕн президенчĕ Олег Мустаев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, професси ӳкерçи, кӳлепеçи, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ тата халăх академикĕ Николай Кондрашкин, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ вăрçă вĕçевçи полковник Анатолий Казаков, А. В. Рекеевăн çывăх тăванĕ Елена Шафейкина, Тутарстанри Кошки-Новотимбаевский ял тăрăхĕнче пурăнакансем, историксем, тăван ен тĕпчевçисем хутшăннă. Елчĕксем тата хăнасем умĕнче район пуçлăхĕ Рекеев чăваш халăхĕн, çав шутра
Елчĕк районĕн, çутĕç ĕçне пысăк ӳсĕм кӳнине палăртрĕ .
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Яковлев Иван Яковлевич (Основные даты жизни и деятельности) 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Книга о первом ученике И. Я. Яковлева 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Казнина Е.Не забыт первый учитель
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев И.Е. Православная миссия в Казанской епархии в конце XIX – начале XX вв./ Выпуск I: Статьи и документы по истории православного миссионерства, храмов и монастырей,Хусан, ООО «Астория», 2010. – С.с. 117 – 120.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Православи миссионерĕсем
- Вырăс православи чиркĕвĕн ĕçтĕшĕсем
- Раççей этнографĕсем
- Пайăр çынсем:Хусан кĕпĕрни
- Пайăр çынсем:Чăваш Ен
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Наци çырулăхне тата литературине никĕслекенсем