Контент патне куҫ

Рембрандт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рембрандт Харменсзон ван Рейн
Rembrandt Harmenszoon van Rijn
Хăйне хăй ÿкернĕ сăнар - 1638
Хăйне хăй ÿкернĕ сăнар - 1638
Çуралнă чухнехи ят: Рембрандт Харменсзон ван Рейн
Çуралнă вăхăт: 1606, утă, 15
Çуралнă вырăн: Лейден
Вилнĕ вăхăт: 1669, юпа, 4
Вилнĕ вырăн: Амстердам
Жанр: ӳнер, гравюра
Стиль: реализм
Паллă ĕçсем: Аташнă ывăл таврăнни
Викиампарти ĕçсем

Рембрандт Харменс ван Рейн (нидерл. Rembrandt Harmenszoon van Rijn, 1606-1669) — голланд ӳнерçи, ӳкерçи тата гравюра аслă ăсти, Голланди ӳнерĕн ылтăн ĕмĕрти чи мăнаçлă элчи.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Аташнă ывăл таврăнни

Рембрандт Харменсзон ван Рейн 1606-мĕш çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче сумлă арман хуçи Хармен Герритсзон ван Рейнпа Нелтген Виллемсдохтер ван Зойтбрюх кил-йышĕнче Лейден хулинче çуралнă.

Ашшĕ ăна лайăх пĕлÿ пама тăрăшнă: каярахпа Лейден университетĕнче вĕрентес шутпа латин шкулне вĕрентме кĕртнĕ, анчах Рембрандт вĕренес темен, ăна ытларах ÿнер ĕçĕ кăсăклантарнă. Çавна май ашшĕ ăна Якоб ван Сваненбюрх ÿнерçĕ лаçне вĕренме кĕртет. Сваненбюрх вăтам ÿнерçĕ пулин те лайăх шутра пулнă, вăл Италире те пулса курнă.

Тепĕр виçĕ çултан Рембрандт Амстердама каять. Кунта вăл Адам Эльсгеймер вĕренекенĕн, Питер Ластман ÿнерçĕ лаçĕнче вĕренет.

1623-мĕш çулта вăл тăван çĕршыва таврăнать.

1628-мĕш çул тĕлнелле вăл хатĕр ÿнерçĕ пулса тăрать. Мĕнле пулсан та ку вăхăталла унăн лаçĕнче малашри паллă ÿнерçĕ Герард Доу вĕренет. Рембрандтăн пĕрремĕш паллă ĕçĕсем 1627-мĕш çула тивеççĕ. Вăл канусăр ĕçлесе хăйĕн ăсталăхне туптать. Таврари пурнăç, тăванĕсемпе паллаканĕсем ăна çын сăнарĕсене ÿкерме кирлĕ пулаççĕ. Вăл амăшĕпе ашшĕн тата хăйĕн сăнарĕсене, урамри халăхăн пулса-иртен пурнăçне ÿкерет. Унсăр пуçне ют çынсенчен ыйтнипе сăнарĕсене хайласа сутать. 1630-мĕш çулта мăйĕ çине иккĕллĕ сăнчнр çакнă арçвн сăнарне ÿкерет.

1631 çулта Амстердама пурăнма куçать, тăван хулинче сайра пулать. Амстердамра вăл тăтăшах паллă ӳнерçĕ пулса тăрать, нумай ĕçлет, çын сăнарĕсене ыйтнипе хайлать, хулари еврей паçĕнчи кăсăклă çын сăнарĕсене ÿкерет. Ку хушăра вăл «Анатомине вĕренни» (1632), Коппеноль сăнарĕ,Каллиграф сăнарĕ (1631) хайлать.

Рембрандт тата Саския

1634-мĕш çулта Рембрандт юрист хĕрне, Саския ван Эйленбюрха качча илет. Ку унăн пурнăçĕнчи чи телейлĕ тапхăрĕ пулать: вăл пуйса каять, нумай заказсем илет. Саския сăнарĕсем ун ĕçĕсенче унта та кунта та тĕл пулаççĕ — сăнарĕсенче те, урăх темаллă ĕçĕсемпе гравюрисенче те. Паллăрах ĕçĕсенчен çаксем уйрăлса тăраççĕ: «Качча каякан хĕр», «Саския сăнарĕ», «Рембрандт арăмĕпе». Анчах пуянлăхпа телей унăн шăпинче вăраха пыман: 1642-мĕш çулта Саския cарăмсăр вилсе каять. Тăватă ачинчен амăшĕнчен ывăлĕ Титус çех пурăнса ирттерет.

Çак инкек хыççăн унăн пурнăçне килти тарçăра ĕçленĕ çамрăк хĕрарăм — Хендрикье Ягер (Стоффелс) илемлетет, вĕсен хĕрача çуралать. Анчах Рембрандт ÿнер тата сайра пур япаласем пухма пикеннĕ пирки укçа-тенкĕрен хĕсĕнме тивет, вăл нумай укçа тăкаклать, 1656-мĕш çулта парăмне тÿлеймен парăмçă ятне илет.

1658-мĕш çулта хăйĕн килне хăварса хăна çуртне куçса пурăнма тивет. Ăна пулăшас тесе Хендрикье Титуспа пĕрле ÿнер - тавраш, гравюра, сайра япаласен çуту - илÿ лавккине уçаççĕ. Çапах та ĕçĕсем ăнсах пымаççĕ, 1661-мĕш çулта Хендрикье вилсен татах та япăхланаççĕ. Тепĕр çичĕ çултан ÿнерçĕн ывăлĕ, Титус та çут тĕнчерен уйрăлать.

Йывăрлăхра та Рембрандт хăватлăхне çухатмасăр ĕçленĕ, пĕрех чухăнлăхран тухайман, ĕçĕсане сутма та йывăрланнă. Ку вăхăталла халăха ытларах çутăнкка, илĕртÿллĕ ÿкерчĕксем килĕшме тытаннă, Рембрандтăн хăйне май меллĕ ÿнер ĕçĕсем килĕшми пулнă. Băл 1669-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Амстердамра вилсе кайнă.

Çывăх пăхсан та курман хăй вăхăтĕнчи уяса хаклама пĕлмен халăхран уйрăм, малашнехи ăрусем Рембрандта ÿнер кун-çулĕн чыслă та çÿллĕ шайне лартнă. Ытти ÿкерçĕсенчен Рембрандт çутăпа ĕмĕлкене мĕнле ÿкернипе уйрăлса тăрать. Вăл нумай тĕслĕ сăрăсемпе усă курмасть, пĕр пек тĕслĕрех сăрăсемпе çынăн чун-кăмăлне тарăннăн кăтартать, тулли пурнăçлă сăнарлă ĕçĕсенче вăл чи пĕлтерĕшлĕрех паттăрсене е япаласене çивĕччĕн уйăрать, çутă çинче кăтартать, вĕтĕ япаласене те тăрăшса сăнарлать, Унăн ĕçĕсенче сывлăш пур пек туйăнать, çутăпа ĕмĕлке çемçен те асамлăн выляççĕ. Çавăнах унăн гравюрисем çинчен те калама пулать. Вăл шутсăр нумай ĕçленĕ, пур ĕçĕсене асăнса илме те йывăр. Унăн пултарулăхĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ : çын сăнарĕ, хăй вăхăтри пурнăç, халап, библи ,евангели, историллĕ кун-çул. Тĕнчери чи чаплă курав речĕсемпе музейсем унăн ĕçĕсемпе мухтанаççĕ. Пуринчен те ытларах унăн ĕçĕсем Амстердамра упранаççĕ. Эрмитажра та пысăк ÿнер пуххи упранать. Вăл чылай чаплă ятлă ÿнерçĕсене вăйлă витĕм хунă, вĕсен хушшинче унăн вĕренекенĕсем —

Даная
  • Лендерт ван Бейрен (Leendert van Beyeren) 1636—1642
  • Фердинанд Боль (Ferdinand Bol) 1636—1643
  • Ян Викторс (Jan Victors) 1636—1640
  • Якоб ван Дорстен (Jacob van Dorsten) 1640—1645
  • Самюэл ван Хогстратен (Samuel van Hoogstraeten) 1640—1646
  • Абрам Фернериус (Abraham Furnerius) 1640—1646
  • Рейнер ван Хервен (Reynier van Gherwen) 1640—1646
  • Ламберт Доомер (Lambert Doomer) 1640—1642
  • Карел Фабрициус (Carel Fabritius) 1640—1644
  • Бернхард Кейл (Bernhard Keil) 1641—1644
  • Кристоф Паудисс (Christoph Paudiss) 1642—1644
  • Иоганн Мейр (Johann Ulrich Mayr) 1642—1649
  • Барент Фабрициус (Barent Fabritius) 1643—1646
  • Карел ван дер Плюйм (Karel van der Pluym) 1643—1646
Виçĕ йывăç
  • Дирк Сантвоорт (Dirck Santvoort) 1647—1648
  • Николас Мас (Nicolaes Maes) 1647—1651
  • Хендрик Хеершоп (Hendrick Heerschop) 1649—1650
  • Константин ван Ренесс (Constantijn van Renesse) 1649—1653
  • Виллем Дрост (Willem Drost) 1650—1654
  • Иоганн де Йонг Равен (Johannes De Jonge Raven) 1650—1651
  • Абрам ван Дейк (Abraham van Dijck) 1650—1651
  • Питер де Виз (Pieter de With werkz.) 1650—1651
  • Хейман Дюлларт (Heyman Dullaert) 1652—1656
  • Иоганн ван Глаббек (Johannes van Glabbeeck) 1652—1656
  • Якоб Левек (Jacobus Levecq) 1652—1656
  • Титус ван Рейн (Titus van Rijn) 1654—1657
  • Иоганн Лепенюс (Johannes Leupenius) 1660—1661
  • Арт де Гельдер (Aert de Gelder) 1661—1668
  • Готфрид Неллер (Godfried Kneller) 1668—1669
  • Антион ван Борссом (Anthonie van Borssom)

Паллă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Тульп тухтăр анатомине вĕрентни» (1632)
Тульп тухтăр анатомине вĕрентни
  • «Даная» (1636/1643)
  • «Европана вăрлани» (1632)
  • «Авраама чÿклени» (1635)
  • «Флора» (1654)
  • «Шыва кĕрекен хĕрарăм» (1654)
  • «Арман» (1641)
  • «Виçĕ йывăç» (1643)
  • «Сăваплă кил-йыш» (1645)
  • «Синдиксем» (1662)
  • «Артаксеркс, Аман тата Эсфирь» (1660)
  • «Çухалса çÿренĕ ывăл таврăнни» (1666/1669)
  • «Еврей çураçнă хĕр» (1665)

Курав речĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйне хăй ÿкернĕ сăнарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Рембрандт ван Рейн, Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907
  • Голландский рисунок 17-го века.М.,«Изобразительное искусство»,1974

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр: Рембрандт офорчĕсем.