Чăваш Республикин кунĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Республика кунĕ — Чăваш Енĕн чи паллă патшалăх уявĕ. Уява çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăра ирттереççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Официаллă уява Республика кунне пĕрремĕш хут 1995 çулта Чăваш автономи облаçне йĕркеленин 75 çулне паллă туса ирттернĕ. 2000 çулхи çăвăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, чăваш патшалăх аталанăвĕн историлле паллăлăхне шута илсе Саккун çине алă пусать, çакăнпа çĕртмен 24-мĕшĕнче патшалăх уявĕ — Республика кунĕ — шутланать.
1920 çултанпа, Чăваш Ен сухаран космослăха çити хăватлă аталану турĕ.
Раççей Федерацин йышĕнче автономи шайне хăпарса, Чăваш Ен промăçлăхлă, механикăллă ял хуçалăхлă, мала туртакан культурăллă регион пулса тăчĕ. Чĕр тавар пулмасан та, республика малалла аталанса пырать, çутĕç, сывлăха упрас, этеплĕх, спорт ĕçĕсенчи çитĕнӳсем курăнаççĕ. Хуласемпе ялсем хăтлăрах еннелле улшăнаççĕ. Чăваш Ен индустриллĕ-аграрлă республика пулса тăчĕ, тĕрекленчĕ.
Чăвашла илемлĕ литература, профессиллĕ мусăк, театр тата сăнарлă ӳнер, ăслăх аталанса пыраççĕ.
Çулсерен, республикăра уява ирттерме, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, ИПТ патшалăхĕсенчен, тĕнчери ытти çĕр-шывсенчен хăнасем килеççĕ.
Шупашкарта, урăх хуласенче, районсенче Республика кунĕнче тĕрлĕ этеплĕ кану ĕçĕсем пулаççĕ.
Республика кунĕ умĕн Чăваш Енĕн районĕсенче Акатуй уявне ирттереççĕ.
Чăваш Республикин кунне уявлама официаллă делегацисем, усламçăсем, артистсем, çулçӳревçĕсем килеççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Республика кунĕ
- Çĕртмен 24-мĕшĕ – Чăваш Республикин кунĕ 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.