Ригăри Автобус Фабрики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ригăри Автобус Фабрики, РАФ (лат. Rīgas Autobusu Fabrika, RAF) — Латвири микроавтобуссем тăвакан савут.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Савута туни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1949 çулта Тербатас урамĕнче малтан Деицманиспа Потреки ăста лаççи вырнаçнă çĕртре «Ригăри авторемонт 2 № савучĕн (РАРЗ № 2) бази пулнă, кайран унта «Ригăри автобус кузовĕсен савутне» (РАКС) уçаççĕ.

1951 çулта РАКСа «Ригăри экспериментлă автомобиль фабрикипе» (РЭАФ) пĕрлештереççĕ.

Пĕрремĕш ригăн автобусĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Gza-651.jpg
ГЗА-651. Рига версийĕ капот çинчи эмблема тата пăрăнчăк сигналĕсен вырнаçăвĕпе палăрса тăнă.

1953 çулта савут пĕрремĕш РАФ-651 25 автобуса туса кăларать. Капотлă РАФ-651 ГАЗ-51 япала турттаракан шассиллĕ ГАЗ-651 горьки автобусĕ пекех пулнă, вăл 25 пассажир турттарма пултарнă, е лармалли 16 вырăн пулнă.

1954 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче автотранспорт министрĕн тапачĕпе «Ригăри опытлă автобус савучĕ» пулса тăрать, анчах та 1954 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче каллех ят улăштараççĕ — кун чухне ячее çирĕпленсе юлать: «Ригăри Автобус Фабрики» (лат. Rīgas Autobusu Fabrika).

1955 çулта хăйсем шутласа хатĕрленĕ автобуса кăларма тытăннă. Çĕнĕ РАФ-251 автобуса çаплах ГАЗ-51 шасси çине лартаççĕ, вăл вакун компоновкипе тухать.

РАФ-251 хула автобусĕн икĕ еннелле сывлăшпа уçăлакан алăк пулнă, 28 пассажир (21 вырăн) турттарнă. База варианчĕсĕр пуçне, РАФ-251С (салонра 1 алăк, 27 вырăн) тата япала турттармалли РАФ-251Т (кайра кантăклă икĕ енне уçăлакан алăк тата япала хумалли вырăн) автобуссем кăларнă.

РАФ-251 автобуссене 1958 çулчен кăларнă (пурĕпе 1460 экземпляр), кайран ăна çĕнетнĕ РАФ-976 вариант улăштарать.

Микроавтобуссем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1957 çулта РАФ ĕçтешĕсем Фольксваген микроавтобусĕсемпе паллашнă та Ригăра микроавтобуссене кăларма шухăшлаççĕ. Тĕп инженер Лаймонс Клеге (лат. Laimonis Klege), Я. Оситис (лат. J. Ositis), Г. Силс (лат. G. Sils) конструкторсем тата 4 энтузиаст хăйсен чун туртăмĕпе пĕрремĕш РАФ-10 микроавтобус ăсталаса пуçтараççĕ.


Çав 1958 çултах был«Москвич-407» çăмăл автомобиль шассипе РАФ-08 «Спридитис» (лат. Sprīdītis, «Мальчик-с-пальчик») микроавтобуса пуçтарма ĕмĕтленеççĕ. Хăтласа пĕтернĕ хыççăн ăна серие 1960 çулта РАФ-978 индексĕпе кĕртме шутланă, анчах та проекта кăштах кăларсанах кĕçех чарса лартаççĕ, кунта РАФ-977 пуçтарма тытăнаççĕ.

РАФ-977 «Латви»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: РАФ-977


РАФ-2203 «Латви»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: РАФ-2203


1976 çулта Рига çумĕнчи Елгава хулара пĕр çул хушшинче 17 пин автомобиль туса кăларакан çĕнĕ савута хута яраççĕ. Кунта 11-вырăнлă ГАЗ-24 «Волга» агрегачĕпе хăтланă РАФ 2203 «Латви» микроавтобуссем тухаççĕ.

Унăн базипе нумай модификаци кăларма пуçлаççĕ, финсен Tamro компанийĕ реанимаци автомобильне ăсталать. 1980-мĕш çулсенче Мускавра ВДНХ куравĕнче РАФ-2203 базипе тунă экскурси автопуйăсĕсем çӳреччĕç.

Перестройка, РАФ директорне суйлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1986 çулĕ тĕлне РАФ продукцине пахасăр тенĕ итлев саралать, савутăн малтанхи ертӳçсене ĕçрен хăтарма тивет.

«Перестройка» тапхăрĕнче, 1987 çулта çĕнĕ директора савут коллективĕ сĕннĕ кандидатсен шутĕнчен Виктор Боссерта суйласа илет. Вăл çак ĕç вырăнне 1990 çулчен йышăнать.

Совет тапхăрĕ хыççăн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Гербов Ю. РАФ: комфорт и скорость // Моделист-Конструктор. — 1977. — № 8.
  • Шугуров Л. М. Автомобили России и СССР. — М.: ИЛБИ, 1994. — Т. 2. — С. 72-75. — ISBN 5-87483-006-5
  • Ионес С. Руссо-балт советской эпохи // Основные Средства. — 1999. — № 11.
  • Канунников С. Просто «Рафики» // За рулём. — 2005. — № 4.
  • Говоруха А., Шелепенков М. РАФ. Рижская автобусная фабрика. — Смулен: Свиток, 2006. — 96 с. — (Проект «Наши автомобили»).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]