Родос (утрав)

Ро́дос (грек Ρόδος, лат. Rhodus) — 1398 км² лаптăклă утрав, Грецин кăнтăр-тухăçĕнче, Эгей тинĕсĕнче, Греци тĕп хулинчен 270 тинĕс милĕ аякрах вырнаçнă. Калăпăшĕпе тăваттăмĕш грек утравĕ, халăх йышĕ 125 пин çын. Родос климачĕ — вăтаçĕр тинĕсĕн, çемçе хĕллĕ. Çулта 300 ытла хĕвеллĕ кун. Утрав тăсăлăвĕ 78 км, анлăшĕ 38 км, чи анлă çĕрте. Анăçра Эгей тинĕсĕ, Тухăçран — Вăтаçĕр тинĕсĕ. Эгей тинĕсĕн хĕрри ӳсен-тăранпа пуян. Родос — Грецин çулçӳрев центрĕсен палăраххи шутланать. Родоса ЮНЕСКО тĕнче еткерлĕхĕн этеплĕх палăкĕ шутне кĕртнĕ.
Территорин административла тĕпĕ — Родос хули, утравăн çӳрçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Колобова К. М. Из истории раннегреческого общества (о. Родос IX—VII вв. до н. э.) Архивленĕ 28 Ҫурла уйӑхӗн 2007 çулта.
- http://www.votpusk.ru/country/kurort.asp?CN=GR&CT=GR12
- http://www.fortification.ru/oldforum/index.php?action=vthread&forum=18&topic=2141&page=1 Архивленĕ 7 Ҫу уйӑхӗн 2012 çулта.
- Rhodos Reise & Infocenter Архивленĕ 4 Ҫурла уйӑхӗн 2019 çулта.
- Visit Rhodes Архивленĕ 15 Раштав уйӑхӗн 2009 çулта.
Rhodes Викиампарта