Роже Вадим

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Роже Вадим
Гражданлăх: Шаблон:Флагификаци
Професси: режиссёр
Карьера: 1950—1997
IMDb: ID 0671862

Роже Вадим (фр. Roger Vadim; 1928—2000) — франци кинорежиссёрĕ, сценарист, артист тата продюсер.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Роже Вадим (паспортпа — Роже Владимир Племянников) 1928 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Парисра çуралнă. Ашшĕ, Игорь Николаевич Племянников, франци дипломачĕ пулса Икĕпатра, Турцире ĕçленĕ, çав патшалăхсенче Роже Вадимăн ачалăхĕ иртнĕ. Амăшĕ — актриса Мария-Антуанетта Ардилуз. Ашшĕ çĕре кĕрсен амăшĕпе пĕрле Францие пурăнма куçать.

1944—1947 çулсенче артист ăсталăхне вĕреннĕ хыççăн театăрта пысăках мар рольсене сăнарлать. Çак вăхăтрах вăл роман çырать те Андре Жида кăтартать. Литература хайлавне тиркенĕ пулсан та, Жид ăна Марк Аллегре режиссёрпа паллаштарать. Вадим вара ассистент тата сценари авторĕ пулса ĕçлет. Çав хушăрах вăл «Пари Матч»-ра — журналист. 1952 çулта Брижит Бардо артиста качча илет. Пĕрремĕш кинофильмĕ «Турă вара хĕрарăма туса хучĕ» (1956) Бардопа Жан-Луи Трентиньян артистсемпе Вадима тӳрех паллă тăвать. 1957 çулта вĕсен пĕрлĕ пурнăçĕ арканать.

1958 çулта Роже Вадим дани артистне Аннетт Стройберга арăм тăвать. Аннетт «Хăрушă хутшăнусем-1960» тата «Киленĕçрен вилсе каясси» фильмсенче вылять. Тепĕр икĕ çултан вĕсем уйрăлаççĕ.

1960 çулта вăл 17-çулхи Катрин Денёвпа паллашать, тепĕр хушăран хĕр унăн хваттерне пурăнма куçать. Денёв «Çылăх тата ырлăх» фильмĕнче вылять.

Денёвпа уйрăлсан Вадим Джейн Фондăпа тĕл пулать, икĕ хутчен ăна хăйĕн ӳнер ĕçĕсене хутшăнма сĕнет. 1965 çулта вĕсем мăшăрланаççĕ, 1973 çулта уйрăлаççĕ. Фонда «Каруççел», «Тупăç» тата «Барбарелла» фильмĕсенче вылять.

1980-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Роже Вадим американ фильмĕсенче вылять, телефильмсене («Чиперкке тата юхха» фильмне Клаус Кински хутшăннă) ӳнерлет, спектакльсем лартать. Юлашки çулсенче литература ĕç-пуçне кĕрсе каять, унăн темиçе кĕнеки çута тухать.

2000 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Парисра ĕмĕрлĕхех куçне хупать.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Режиссура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]