Ромина Пауэр
Ромина Пауэр | |
Профессисем | XX ĕмĕрти Итали, АПШ, юрăçи, актриси |
---|---|
Пĕрĕçлĕх | Аль Бано |
www.rominapower.it/ |
Ромина Франческа Пауэр (акăл. Romina Francesca Power; юпа, 2, 1951) — американ-итал юрăçи, актриси тата ӳкерçи, Аль Бано арăмĕ пулнăскер.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ромина Пауэр Лос-Анджелесре Пауэр Тайрон паллă американ актёрĕпе унăн Линда Кристиан иккĕмĕш арăмĕн хĕрĕ. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлсан Ромина тата Тарин йăмăкĕ амăшĕпе юлнă, тĕнче тăрăх çӳренĕ, ытларах Мексикăпа Италире пурăннă. Ромина Пауэр Англире колледжра вĕреннĕ[1].
Ачалăхра ăна 1950-мĕш çулсенчи американ мюзиклĕсемпе мариачи кăмăлланă. Хăйĕн пĕрремĕш юррине Ромина Пауэр яш чухнех, çуралнă кунĕнче гитара парнеленĕ хыççăнах хайланă.[1]. Çав вăхăтрах киноэкрансенче дебют тăвать, Европăра темиçе кинофильмра, вĕсен хушшинче Хесус Франкăн «Жюстина, или Несчастья добродетели» (1969) драми (актриса унта çарамас çапăннă) вылянă. 1967 çулта, кинофильма ӳнерленĕ çĕрте, Ромина Пауэр итал юрăçипе, Альбано Карризипе, виççĕ çул иртсен ăна качча тухать. Каярах, 1975 çулта, мăшăр Европăра тата Латин Америкинче халăх кăмăлĕнчи мусăк дуэчĕ пулса тăрать. «Sharazan» (1981), «Felicita`» (1982), «Che angelo sei» (1983), «Ci Sara» (1984 — пĕрремĕш вырăн Сан-Ремо фестивалĕнче), «Sempre, Sempre» (1986) тата «Liberta`» (1987) юрăсем уйрăмах итлекенсене киллентернĕ.
Мăшăрăн тăваттă ача — Иари ывăл (1973) тата виççĕ хĕр — Иления (1970), Кристел (1986) тата Ромина (1987) — çуралнă. Иления Карризи 1994 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче пĕр хыпарсăр Çĕнĕ Орлеанра çухалнă, халĕ те ун пирки хыпар çук. Йăмăкĕсем, Кристел тата Ромина, шоу-бизнесра ĕçлеççĕ.
Пауэр тата Аль Бано пĕрле 20 ытла ăнăçуллă мусăк альбомне çырнă, иккĕ хутчен 1976 1985 çулсенче Еврокурав мусăк конкурсĕнче çиччĕмĕш вырăн йышăнă, 1982 çулхи пуш уйăхĕнче вĕсен тăваттă юрри наци хит-парадне кĕнĕ. 1984 çулта «Ci sara» юрăпа Сан-Ремо фестивалĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăна тухаççĕ. 1982 çулта «Felicita» юрăпа иккĕмĕш вырăна çĕнтерсе илеççĕ. 1984 çулта дуэт Совет Союзне гастроле килеççĕ, кунта вĕсем "Волшебная белая ночь" (итал. Una magica notte bianca) мусăк фильмне çыраççĕ. 1985 çулта дуэта «Golden Globe» нимĕç премине параççĕ («Felicita`» альбомшăн — 6 миллион экземпляр Германире сутнă).
1999 çулта Ромина Пауэрпа Аль Бано уйрăлнă.
2006—2007 çулсенче Ромина Миланра хăйĕн ӳкерчĕкĕсен куравне иртернĕ. 2007 çулта вăл Седона хулинче (Аризона, АПШ) çурт туяннă та Италирен тухса кайма шутланă. Ромина Пауэр юрăç тата çыравçă пуласшăн ĕмĕте Италире пурнăçа кĕртеймен — кунта ăна Аль Бано арăмĕ тесе пĕлнĕ, пĕрмаях вырăнти журналистсем çухалнă хĕрĕ пирки ыйтусемпе турткаланă[2][3].
2012 çулăн юпа уйăхĕнче Ромина Пауэрăн 1998—1999 çулсенче хайланă «Da lontano» (Аякран) альбомĕ çутта тухать. Пауэр пилĕк чĕлхепе пуплет: акăлчан, итал, нимĕç, франци, испан.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Romina Power Official Site
- ^ tiscali.spettacoli — Romina Power: «Addio lascio l’Italia» 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Tgcom — La Power: «Italia addio per sempre» 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официаллă сайт(итал.)
- Ромина Пауэр(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче