Румянова Клара Михайловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Клара Румянова
Çуралнă чухнехи ят: Клара Михайловна Румянова
Çуралнă вырăн: Ленинград, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: XX ĕмĕрти совет, раççей актриси, юрăçи
Карьера: 1951—2002

Румянова Клара Михайловна, (1929, раштав, 8, Ленинград2004, авăн, 18, Мускав) — кинопа радио совет, раççей актриси.

Вăл 300 ытла мультфильмри сăнарсене хăйĕн сассипе янратнипе халăх асĕнче юлнă.

1979 çулта РФ тава тивĕçлĕ актриси ятне тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1929 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă.

1940-мĕш çулсенче Мускава куçнă хыççăн Пĕтĕм союзри патшалăх кинематографи институтне вĕренме кĕнĕ. 1953 çулта вăл ăна ăнăçлă пĕтернĕ.

Институтра вĕреннĕ чухнех кинора ӳкерĕннĕ. Вăл «Ялти тухтăр» (Сельский врач, Лена), «Вĕсем малта пулнă» (Они были первыми, Варя), «Тăваттăн» (Четверо, медсестра), «Çĕнĕран пуçланă пурнăç» (Жизнь сначала, Зоя), «Воскресени» (Богодуховная), «Вăхăт, малалла!» (Время, вперёд!, Лушка), «Вуникĕ пукан» (Двенадцать стульев, Фёдор аттен арăмĕ).

1970-мĕш çулсенчен пуçласа кинора ӳкерĕнме пăрахнă, вăл вырăнне вăл мультфильмсене хăйĕн сассипе янăратма пуçланă.

2004 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]