Контент патне куҫ

Рыжий Борис Борисович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Борис Рыжий (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Борис Рыжий
Ӳкерчĕк:Борис Рыжий.jpg
«Антибукер» премипе чысланă чухне
Çуралнă вăхăт: 1974, авăн, 8
Çуралнă вырăн: Челепи
Вилнĕ вăхăт: 2001, çу, 7
Вилнĕ вырăн: Екатеринбург
Ĕçлев тĕсĕ: раççей сăвăçĕ, геофизик
Пултарулăх çулĕсем: 19922001
Чыславсем: Антибукер,
Çурçĕр Пальмири
borisryzhy.ru

Бори́с Бори́сович Ры́жий () — вырăс сăвăçĕ, геофизик.

Интеллигентсен çемьинче çурлнă: ашшĕ — Борис Петрович Рыжий (1938—2004) — геофизик, геологи-минералоги ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор[1], амăшĕ — Маргарита Михайловна (1936 çур.) — врач-эпидемиолог. Йăмăксем — Елена (1961 çур.) тата Ольга (1962 çур.).

1980 çулта çемье Челепирен Свердловска куçса килнĕ.

14 çул тултарсан Рыжий сăвăсем çырма тытăннă, çав вăхăтрах çамрăксем хушшинче Свердловск хулин бокс чемпионĕ пулса тăнă.

1990-мĕш çулсенче геологсен партисенче практикăра пулнă, Кытлымра драга çинче ĕçленĕ, ун пирки сăвă хайланă[2].

1991 çулта Свердловскри ту институтне вĕренме кĕнĕ, шкула пĕрле çӳренĕ хĕре Ирина Князевăна качча илнĕ, 1993 çулта вара Артём ывăл çуралнипе (1993—2020) çамрăксем йышланнă[3]. 1997 çулта Урал ту академин геофизикăпа геоэкологи уйрăменче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.

2000 çулта РĂА Урал уйрăмĕнчи Геофизика институтне аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. Практикăна Çурçĕр Уралта геологи партисене çӳренĕ. Çĕр хуппин тытăме тата Уралпа Раççей сейсмилĕхĕ пирки 18 ĕçе хатĕрлесе кăларнă.

РĂА УрУ Геофизика институтĕнче кĕçĕн ăслăх ĕçлевçи, «Урал» журналра литература ĕçлевçи пулса вăй хунă. «Кĕнеке клубĕ» хаçатра (Екатеринбург) «Актуаллă поэзи, Борис Рыжийпе» рубрикăна ертсе пынă.

Пурĕпе вăл 1300 ытла сăвă хайланă, вĕсенчен 350 яхăн пичетленĕ.

Пĕрремĕш хут сăвăсене 1992 çулта «Раççей хаçачĕн» екатеринбург кăларăмĕнче  — «Облака пока не побледнели…», «Елизавет» тата «Воплощение в лес» сăвăсем кун çути курнă. 1993 çулта «Уральский следопыт» журналра (1993, № 9) пĕрремĕш хут публикациленĕ. Унăн сăввисене «Звезда», «Урал», «Знамя», «Арион» журналсенче, «Urbi» альманахра пичетленĕ, акăлчанла, голландла, итальянла, нимĕçле куçарнă.

Поэтсен тĕнчери фестивалĕнче Нидерландсенче хутшăннă.

Хăйне хăй çине алхурса (çакăнса) вилнĕ[4]. Вилес умĕн çапла çырса хăварнă: «Эпĕ пурне те юратса. Ухмахсăрах»[5]. 2001 çулхи çăвăн 10-мĕшĕнче Анатри Исет çăвинче (5-мĕш секци) пытарнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фотографисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Челепи

2014 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Борис Рыжий (ӳкерçĕ - Л. Черкашин) Борис Рыжий палăкне уçнă [6].

Екатеринбург

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • И всё такое… / Сост. Г. Ф. Комаров. — СПб.: Пушкинский фонд, 2000.
  • На холодном ветру / Сост. Г. Ф. Комаров; авт. предисл. С. Гандлевский. — СПб.: Пушкинский фонд, 2001.
  • Стихи. 1993—2001 / Сост. Г. Ф. Комаров. — СПб.: Пушкинский фонд, 2003.
  • Оправдание жизни: Лирика, проза, критика, интервью, письма / Сост. и авт. эссе «Постижение ужаса красоты» Ю. В. Казарин. — Екатеринбург: У-Фактория, 2004.
  • Типа песня / Сост. О. Ю. Ермолаева. — М.: Эксмо, 2006.
  • В кварталах дальних и печальных…: Избранная лирика. Роттердамский дневник / Сост. T. М. Бондарук, Н. В. Гордеева; авт. вступ. Д. Сухарев. — М.: Искусство — XXI век, 2012.
  • Boris Ryzji: Wolken boven E. Gedichten. — Amsterdam: Uitgeverij Hoogland & Van Klaveren, 2004. (Облака над городом Е. Стихотворения / С параллел. пер. на гол. яз. Анны Стоффел <Anne Stoffel>; предисл. К. Верхейла <Kees Verheul>; на гол. яз.). — 2-е изд. — 2005.
  • Boris Ryzji: Rotterdams dagboek. Amsterdam: Uitgeverij Hoogland & Van Klaveren, 2006 (Роттердамский дневник. / В пер. и с предисл. Ай Принс <Aai Prins>).
  • Boris Ryzji: Wolken boven E. Gedichten. Rotterdams dagboek. Amsterdam: Uitgeverij Hoogland & Van Klaveren, 2008 («Облака над городом Е.» и «Роттердамский дневник» в одном томе).
  • Борис Рижиj: У pycиjи ce pacтaje заувек. Изабране песме. Превео са руског Светислав Травица. — Београд, 2011. Фонд «Принцеза Оливера».
  • Boris Ryzji: Aischeid in Rusland. Amsterdam: Uitgeverij Hoogland & Van Klaveren, 2013 (Прощание в России. Стихи. / В пер. Анны Стоффел <Anne Stoffel>).

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Кузин А. Следы Борис Рыжего. Заметки из дневника. — Екатеринбург: Издательство Уральского университета, 2004. — ISBN 5-86037-066-0
  • Андреев А. «На самой кромке…» Борис Рыжий (1974—2001) // Сибирь. — 2011. — № 343/4. — С. 205—211.
  • «Вспоминая Бориса Рыжего» // Урал. — 2011. — № 5. — С. 131—156.
  • «Два Рыжих? Спустя 10 лет после гибели поэта о нём вспомнили…» // Областная газета. — 28.05.2011.
  • «Однажды вечером поручик, математик, литератор…» // Литературная Россия. — 24.06.2011.
  • Быков Д. Л. Рыжий // Блуд труда (сборник). — 2014. — ISBN 978-5-8370-0664-7
  • Фаликов И. З. Борис Рыжий. Дивий Камень. — Мускав: Молодая гвардия, 2015. — (ЖЗЛ). — ISBN 978-5-235-03825-7
  • Казарин Ю. В. Поэт Борис Рыжий. — Кабинетный учёный, 2016. — ISBN 978-5-7525-3055-5
  • Борис Рыжий: поэтика и художественный мир / ред. Быстров Н., Арсенова Т.. — Кабинетный учёный, 2016. — ISBN 978-5-7525-3070-8
  • Борис Рыжий: Введение в мифологию / А. Мельников. — Уфа: Издательство «Акбузат», 2016. — 268 с. — ISBN 978-99920-7001-7.
  • Борис Рыжий: Введение в мифологию / А. Мельников: 3-е издание, исправленное и дополненное. — Уфа: Издательство «Акбузат», 2017. — 314 с. — ISBN 978-99920-7004-8
  • Казарин Ю. В. Внутренний мир и миры Бориса Рыжего. — Кабинетный учёный, 2018. — ISBN 978-5-7584-0270-2
  • Арсенова Т. А. «The Real Life of… Борис Рыжий»: о книге Алексея Мельникова «Борис Рыжий. Введение в мифологию» // Филологический класс : журнал. — 2019. — № 2 (56).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Рыжий Борис Петрович — Свободная энциклопедия Урала. çăлкуçран архивланă 9 Ҫу уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 11 Чӳк уйӑхӗн 2018.
  2. ^ Борис Рыжий — Я работал на драге в поселке Кытлым: читать стих, текст стихотворения поэта классика на РуСтих (выр.), Стихи. Тĕрĕсленĕ 10 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
  3. ^ Умер сын Бориса Рыжего
  4. ^ Самоубийство поэта // РИА «Новый Регион». — «Телевизионное Агентство Урала», 12 мая 2001.
  5. ^ Виктор Каган. «Я всех любил. Без дураков»: Борис Рыжий, 8.IX. 1974 — 7.V. 2001 // Зарубежные задворки, № 5/1, 2011.
  6. ^ Мемориальная доска Борису Борисовичу Рыжему (выр.). ГКУЧ «Челябинская областная универсальная научная библиотека». Тĕрĕсленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2020.