Сăвă хапи
- Ку ăнлава Сăвă виçи тенипе пăтраштармалла мар

Сăвă хапи — уйрăм сăвă виçин (метрĕн) реализацийĕ, унăн харпăр вариацийĕ. Сăмахран, ямб сăвă виçи икĕ картлă, виçĕ картлă, тăватă картлă, пилĕк картлă т.ыт.те пулма пултарать. Акă икĕ тĕслĕх[1]:
Инçе çинçе уйра уяр
Карталанса чăлтăртатать,
Енчен енне çупса чупать...
Тăван çĕршыв чĕлхин малашнехи çинчен
Шухăшласа пуçа тĕрлĕ шухăш килсен, —
Сан иртнĕ ĕмĕрӳ, çĕре кĕнĕ поэт,
Чуна пăчăртаса ялан аса килет.
Икĕ сăвă. Иккĕшне те ямб виçипе çырнă. Анчах та малтанхинче тăватă картлă ямб, иккĕмĕшĕнче — ултă картлă ямб. Йĕркери картсен шучĕ тĕрлĕрен, çапла вара вĕсен хапи те пĕр-перинчен уйрăлса тăрать.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Размер стихотворный // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 847 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
- Размер стихотворный // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 308—309. — 509 с. — 300 000 экз.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Икĕ текстне те Аçтахарăн электронла вулавăшĕнчен илнĕ.