Контент патне куҫ

Сăрă йĕкĕлти кайăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăрă йĕкĕлти кайăк

Сарă йĕкĕлти кайăк (пăвăрчан) - çерçи пекрех кайăк. Ытларах шыв хĕрринче, тĕмлĕ вĕтлĕхсенче пурăнать.

Çăмартисем (4-6) кĕрен тĕслĕ, хĕрлĕ хăмăр е хура пăнчăсемлĕ. Чĕпписем кăшт уралансах йăвинчен тухса курăксемпе тĕмсем хушшине пытанаççĕ. Çĕр çинче икĕ урипе те тӳрех сиксе çӳрет. Çу уйăхĕн варринче килеççĕ. Çурла уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ.

Чăваш Енре вĕсен йышĕ сахал мар.

Çăмартисем