Сăрă тăрна
Курӑнакан калӑплав
Тăрна - хуртан пысăкрах, вăрăм ураллă кайăк. Çăмартисем (2) симĕсрех е сарăрах хăмăр, хĕрлĕрех е хурарах хăмăр пăнчăллă. Чĕпписем пĕр харăс тухмаççĕ. Пĕрремĕш чĕппи тухсан ăна аçи хăйпе пĕрле ертсе çӳрет. Иккĕмĕшĕ тухсан çемйипе пĕрле çӳреççĕ. Нимĕнле апат та тиркемеççĕ. Кăнтăрла апатланаççĕ, каçхине хăрах ура çине тăрса канаççĕ. Ташлама питĕ юратаççĕ. Ташланă вăхăтра темле хускану та тăвать, çулçăсене, туратсене, чул катăкĕсене çӳлелле ывăтать. Тăрна мăшăрĕсем мĕн виличченех пĕрле пурнаççĕ.
Пирĕн тăрăхри шурлăхлă вырăнсене ака уйăхĕнче вĕçсе килет, авăн-юпа уйăхĕсенче кăнтăралла çул тытать.
Тăрнасен йышĕ пирĕн тăрăхра пысăк мар.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Paul A. Johnsgard Cranes of the world. — Bloomington: Indiana University Press, 1983. — 257 p. — ISBN 9780253112552
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Назаренко Е. А., Бессонов С. А. Grus grus (Linnaeus, 1758) — Серый журавль. Институт проблем экологии и эволюции имени А. Н. Северцова РАН. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- Сайт Международного фонда охраны журавлей
- Боголюбов А.С. Серый журавль — Grus grus. Экосистема (2006). Тĕрĕсленĕ 6 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- Серый журавль — Grus grus L.. «Птицы Алтая». Тĕрĕсленĕ 6 Ҫу уйӑхӗн 2017.