Савельев Павел Степанович
| Павел Савельев | |
| Савельев Павел Степанович | |
| Autograf_Saveliev.jpg | |
| Çуралнă вăхăт: | 1814, çĕртме, 23 |
|---|---|
| Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ |
| Вилнĕ вăхăт: | 1859 |
| Вилнĕ вырăн: | Санкт-Петербург |
| Патшалăх: | |
| Ăслăх сфери: | ориенталистика (арабистика), археологи, нумизматика |
| Альма-матер: | Санкт-Петербург университечĕ, |
| Ăслăх ертӳçи: | Сенковский Осип Иванович |
| Паллă вĕренекенсем: | Михайлов Спиридон Михайлович |
| Чыславсемпе парнесем |
|

Па́вел Степа́нович Саве́льев (23.6 (5.7).1814, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 19.5 (31.5).1859, çавăнтах) — вырăс археологĕ, ориенталист-арабçă, нумизмат, Петербург ăслав академийĕн корреспондент-пайташĕ. Ылтăн Урта нумизматики енĕпе пысăк уçнăлăхсем тунăскер. Чăваш тематики енĕпе те ăслăхра паллă ĕçсем пур[1]. Вырăс археологи пĕрлĕхĕн никĕслевçĕ-пайташĕ (1846). Вырăс геограафи пĕрлĕхĕн чăн пайташĕ (1847) тата унăн Канашĕнче тăнăскер[1]. Парижри Ази пĕрлĕхĕн пайташĕ (1837). Икĕ хутчен Демидов премийĕн лауреачĕ[1].
Биографийĕ пирки кĕскен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1814 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче (утăн 5-мĕшĕнче) пуян купса килйышĕнче çуралса ÿснĕ. Килте, франц пансионĕнче, Санкт-Петербург университечĕн филологи факультетĕнче, Ют çĕршыв министрлăхĕ çумĕнчи Хĕвелтухăç чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ.
Чăваш пĕлĕвĕ енĕпе тунă ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăвашсен историне Атăлçи пăлхарĕсемпе çыхăнтарнă[1][2]
- Ибн Фадлан çырса пынисене чăн малтан ăçлава кĕртнĕ Френ Христиан Данилович (1782—1851) ĕçĕсене тивĕслĕ хак панă
- Янтуш йăхĕнчи Михайлов Спиридон Михайловичпа çыхăну тытнă, унăн хавхалантаравçисенчен пĕри пулнă[1].
- В. Сбоевăн «Исследования об инородцах Казанской губернии. Ч. 1. Заметка о чувашах» ĕçĕ тĕлĕшпе тĕплĕ статья çырнă[1]
- Чăвашсен несĕлĕсем Ылтăн Уртара пурăннă та, çав патшалăхăн нумизматики енĕпе тунă ĕçĕсем те чăвашсене пырса тивеççĕ темелле.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 3 4 5 6 Михайлов Е. П. Савельев Павел Степанович — Электронлă чăваш энциклопединчи статья.
- ↑ Димитриев В. Д. О книге Г. В. Юсупова «Введение в булгаро-татарскую эпиграфику» // Вопросы экономики и истории Чувашской АССР: Ученые записки ЧНИИ. — Чебоксары, 1963. — Вып. ХХIII. — С. 255—263.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мадянов Игорь Вячеславович
- Айболит справляет юбилей — Правда ПФО
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Савельев Павел Степанович // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Григорьев В. В. Жизнь и труды П. С. Савельева. Преимущественно по воспоминаниям и переписке с ним. С приложением портрета П. С. Савельева и снимка с его почерка. Издание Императорского Археологического Общества. — СПб.: В типографии Императорской Академии Наук, 1861
- Аграфонов П. Г. Забытый исследователь Ярославского края // Ярославский педагогический вестник. — № 1. — 1997.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Санкт-Петербургра çуралнисем
- Демидов премин лауреачĕсем
- Историксем, алфавитпа
- МПУ çумĕнчи Ази тата Африка патшалăхĕсен институтĕнче вĕренсе тухнисем
- Ылтăн Урта тĕпчевçисем
- Ярославль облаçĕн таврапĕлуçисем
- Смоленскри православи çăвинче пытарнисем