Михайлов Спиридон Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Википедире Михайлов хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.
Михайлов Спиридон Михайлович
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Юнкăпуç ялĕ, Чикме уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн: Чикмĕ хули
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçи, историкĕ тата этнографĕ

Михайлов Спиридон Михайлович (1821 çулхи раштавăн 16 Чикмĕ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Юнкăпуç ялĕ — 1861 çулхи кăрлачăн 15 Чикмĕ хули) — чăваш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă, Янтуш ятпа паллă йăхран тухнăскер.[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ачаллах вăл Чикмĕ хулинчи пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вунтăваттă çула çитсен Чикмери сутра малтан çыруçă çумми, кайран çыруçă пулса ĕçлеме пуçланă. Пыра-киле Янтуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорçă пулса тăнă.

1854 çултанпа Раççейĕн географи пĕрлешĕвĕн (РГО) пайташ-ĕçтĕшĕ шутне илнĕ. 1859 çулта вăл пĕрлешĕвĕн кĕмĕл медальне тивĕçлĕ пулнă.

Çыравçă ĕçĕпе ĕçленĕ, 1842 çултанпа юлашки кунĕсенченех Чикмери земской сутĕнче тăлмач пулса ĕçленĕ. Сутра вăл чăваш чĕлхинчен куçарнă, çыру çыракан пулнă.

1852 çултанпа этнографи, истори, географи тата статистика тĕлĕшĕнчен статьясемпе заметкăсем çырма пуçланă. Вĕсенче вăл ытларах енĕпе вирьял чăвашĕсен, туçи марисен тата Чикмепе Шупашкар уесĕсен вырăсĕсене сăнласа кăтартнă. Сăкăт, Пипарс, Ишек (паттăр) тата ытти чăваш паттăрĕсем çинчен чылай хайлав пуçтарнă, пичетлесе кăларнă.

«Историко-этнографический очерк быта чуваш» пĕтĕмлетнĕ ĕçне çухатнă. Унта çырни хирĕçӳллĕ пулнă, ытларах енĕпе христос тĕнне хисеплесе, çав енченех культура çитĕнĕвне, хута вĕрентессине пысăклатма майсем çукрах тесе çырнă.

С. М. Михайлов-Янтуш марисем çинчен те нумай çырнă, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ăна хăйсен çыравçи вырăнне хурса хисеплеççĕ. !!! Михайлов (Яндуш) Спиридон Михайлович [16(28).11.1821, деревня Юнгапоси, ныне Моргаушского района Чувашской АССР, — 3(15).1.1861, Козьмодемьянск], чувашский историк, фольклорист, писатель. Родился в крестьянской семье. Грамоте выучился самостоятельно. С 1851 публиковал в русских газетах и в журнале "Москвитянин" статьи о народно-поэтическом творчестве и об истории чувашского народа, о его обычаях и обрядах, праздниках и народной музыке ("Предания чуваш", 1852, "Чувашские песни, пословицы, приметы", 1853, и др.). Автор очерков и рассказов, разоблачающих общественную несправедливость, произвол царских чиновников ("Разговор на постоялом дворе", "Злополучный сын", "Хитрая кошка").

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурăннă чухнеи 34 ĕçне пичетленĕ, вилнĕ хыççăн 14 ĕçне хатĕрлесе кăларнă, 12-шне тупайман, çав шутра «Чуваши: историко-этнографический очерк» кĕнекине[2].

  • «Сĕнтĕр тăвĕ»
  • «Çĕр каçма чарăнсан калаçни»
  • «Хура элчеллĕ ывăл»
  • «Чăваш кĕвви-çемми çинчен»
  • «Чăваш туйĕсем»
  • «Чăваш юррисемпе каларăшсем»
  • «Чее кушак»

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • РГП (географи пĕрлешĕвĕн) кĕмĕл медалĕ (1859 ç.).

Астăвăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Михайлов Спиридон ячĕллĕ Юнкăпуçри вăтам шкул (Муркаш районĕ), унта унăн музейне уçнă
  • Шупашкарта урам ятне панă
  • Чикмĕре урама ят панă

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • С. М. Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель. Статьясен пуххи. Ч., 1973.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
  • Димитриев, В. Д. О чувашском ученом, писателе середины XIX века С. М. Михайлове и его сочинениях о чувашах, марийцах и русских Волжско-Сурского края / В. Д. Димитриев. — Шупашкар: Изд-во ЧГУ, 2003. — 217 с.
  • Eгоров, Д. E. Спиридон Михайлович Михайлов: ист. очерк / Д. E Eгоров. — Шупашкар : Чувашкнигоиздат, 1968. — 96 с.
  • Eгоров, Д. E. С. М. Михайлов — просветитель и исследователь чувашской народной педагогики : учеб. пособ / Д. E Eгоров. — Шупашкар: Изд-во Чуваш. гос. ин-та туризма и сервиса, 1998. — 64 с. — Библиогр.: с. 60-64.
  • С. М. Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель : сб. ст. — Шупашкар: ЧНИИ, 1973. — 87 с.
  • Eрагин, E. Спиридон Янтушăн йăх тымарĕ / E. Eрагин // Хыпар. — 1996. — 3, 4, 5 раштав.
  • Кириллов, А. Чăвашсен пĕрремĕш эрудичĕ çырнисен пуххинче — ăру пичĕ… / А. Кириллов // Хыпар. — 2004. — 1 утă.
  • Михайлов Спиридон Михайлович // Муркашсем — ăслăлăх çыннисем. — Шупашкар, 2001. — С. 84-86.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]