Сайкин Семён Фёдорович
Сайкин Семён Фёдорович | ||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1914, авăн, 14 | |||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Тури Чаткас, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей Патшалăхĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) | |||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2002, авăн, 10 | |||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ | |||||||||||||||
Патшалăх: | ||||||||||||||||
Ăслăх сфери: | теорилле механика, маякилтерĕш математика | |||||||||||||||
Альма-матер: | Хусан патшалăх университечĕ | |||||||||||||||
Ăслăх ертӳçи: | Чăваш паташлăх университечĕ | |||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Сайкин Семён Фёдорович - (14.8.1914, Тури Чаткас ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Оаççей империйĕ — 10.8.2002, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ), - совет тата раççей аслă шкул ертӳçи, Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕ, техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, Чăваш АССР ăслăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ [1] ССРП Аслă Канашĕн VIII тата IX чĕнĕвĕсен, Чăваш АССР Аслă Канашĕң Х чĕнĕвĕн депутачĕ. Чăваш республикин ăслăхсемпе ӳнер академин хисеплĕ пайташĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнчи Тури Чаткас ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) çуралнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă, çак факультетрех механика кафедринче аспирант пулса пĕлĕвне ӳстернĕ.
1941 çулхи утă уйăхĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине мобилизациленĕ, 789-мĕш артиллери полкĕнче хĕсметре тăнă. Анăç фронтĕнче, 1943 çулхи раштав уйăхĕнченпе — 2-мĕш Балтиçум фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулхи ака уйăхĕнченпе — 20-мĕш çарăн саппасри полкĕн штаб пуçлăхĕн пулăшавçи. Вăрçăран майор çарти хисеппе таврăннă.
Кандидат диссертацине 1948 çулта, тухтăр диссертацине — 1965 çулта хӳтĕленĕ. Ăслăх сфери — теориллĕ механика.
Тĕп ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- О дифференциальных принципах механики // Ученые записки Казанского университета. — Казань, 1952. — Т. 112. — Кн. 9;
- Водонефтяной контакт и некоторые гидромеханические методы определения его положения. — Казань, 1964;
- Эффект поперечного вытеснения жидкости из слоисто-неоднородной пористой среды и возможности нового метода заводнения нефтяного пласта // Вопросы подземной гидромеханики. — Казань, 1968. — Вып. 5;
- Уравнения неголономных связей и процесс вывода уравнений движения // Вопросы прикладной математики и механики. — Чебоксары, 1974. — Вып. 4;
- Дифференциальные принципы механики (в соавт.)// Известия АН Чувашской Республики. — 1994. — № 2. — С. 26—60.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сайкин Семен Федорович // Академия наук Чувашской Республики. — Чебоксары: АН ЧР, 1994. — С. 123—125.
- Сергеев Т. С. Сайкин Семен Федорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары: ЧГИГН, Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 359.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Сайкин Семен Федорович на сайте «Культурное наследие Чувашии».
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Статья на официальном портале Чувашской Республики;
- Статья на официальном сайте Чепкасской сельской администрации.
И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕсем |
|
---|---|
Ректорсем | Сайкин Семён Фёдорович (1967—1981) • Сидоров Пётр Александрович (1981—1990) • Кураков Лев Пантелеймонович (1990—2010) • Агаков Всеволод Георгиевич (2010—2014) • Александров Андрей Юрьевич (2014-па) |
Президент | Кураков Лев Пантелеймонович (2010—2011) |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Пăва уесĕнче çуралнисем
- Шупашкарта çуралнисем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Ĕç ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- Чăваш патшалăх университечĕ
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентӳçисем
- Шупашкар ăсчахĕсем
- Чăваш АССР ăслăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем
- ССРП Аслă Канашĕн депутачĕсем
- 1914 çулта çуралнисем
- Авăнăн 14-мĕшĕнче çуралнисем
- 2002 çулта вилнисем
- Авăнăн 10-мĕшĕнче вилнисем
- Чăвашран тухнă математиксем
- Пайăр çынсем:Шăмаршă районĕ