Контент патне куҫ

Саймон (кушак аçи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Саймон
Фото
Саймон вилтăприн чулĕ
Тĕс: Кушаксем
Вилнĕ вăхăт: чӳк, 28 1949
Вилнĕ вырăн: Лондон, Аслă Британи
Пытарнă вырăн: Илфорд
Патшалăх:
Професси: карап кушак аçи («Аметист» шлюпăн)
Парнесем: Мари Дикин медалĕ

Кот Саймон (1947 тлн. — чӳк, 28 1949) — Аслă Британин тинĕс-çар флотĕнчи «Аметист» (акăл. HMS Amethyst) вăрçă шлюпĕн карап кушак аçи.

Килсе кĕни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1948 çулхи пуш уйăхĕнче HMS «Amethyst» британ хурал карапĕн экипажĕнчи 17-çулхи кĕçĕн матрос Джордж Хикинботт Саймона Гонконг верфĕнче тупать. Çак саманта Саймон пĕр çул пынă, вăл начар та чирлĕ пулнă. Хикинботт анна вăрттăн карап çине илсе хăпарать. Анат палубăсенче виçесĕр ĕрченĕ йĕкехуресене тытса вĕлернĕшĕн Саймона команда кĕске вăхăтрах килĕштерет. Кушак аçи выляма та юратнă: хăй вĕлернĕ йĕкехӳресене моряксен койкисене пырса хунă, тăтăшах капитан картусĕнче тĕлĕрсе выртма юратнă. Саймона команда карап талисманĕ тесе йышăннă.

1948 çулăн вĕçĕнче карапăн малтанхи капитанĕ Ян Гриффитс, кушак аçине хăйне улăштаракан Бернард Скиннера парать, кушак аçи çĕнĕ хуçана тӳрех килĕштерет. «Аметист» çинче Скиннерăн пĕрремĕш ĕçĕ Янцзыпа тăвалла Нанкина çити хăпарса HMS «Consort» патруль карапне улăштармалла пулнă. Çулăн варринче китай коммунисчĕсен батарейисем хурал карапне «ăшалама» тытăннă (çакна историксем каярах «Янцзы юханшыв çичи инцидент» тенĕ). Пĕрремĕш залпăн пĕр снарячĕ капитан каютине шăтарса Скиннера вĕлерет, Саймона суранлатать.

1949 çулта, Янцзы юханшывĕнчи инцидент чухне шрапнель тивсе суранланнă хыççăн ăна инцидент вăхăтĕнче çирĕп кăмăллă пулма тата карап çинчи апат-çимĕçе йĕкехӳресенчен сыхлас тесе, Аслă Британин чĕрчунсемшĕн вăрçăн аслă парнине — Мари Дикин медальне тивĕçтернĕ.

Йывăр аманнă кушак палубăна шăвăнса тухать. Моряксем ăна асăрхаса тӳрех карап лазаретне илсе каяççĕ. Лазаретра ăна медиксем пĕрремĕш пулăшу параççĕ. Саймонăн суранлă тирĕ пиçсе кайнă. Пĕçертсе янисене сипленĕ, кĕлеткинчен тăваттă шрапнель пульлине касса кăларнă. Никам та вăл ирчен пурнассине шанман. Çапах та кушак аçи чĕрĕлет те хăйĕн ĕçне тума пикенет. Карап юханшыв çыранне тăрсан, ун çине йĕкехӳре ища крыс. Саймон вĕсене пĕтерме пĕтĕм вăй-халтан тытăннă. Вăл карап лазаретне те кĕркеленĕ. Кушак аçине курсан çав тери яш матроссем те хавхаланнă.

Карап юханшыв тăрăх çӳресе килсен Саймон паллă пулса тăрать. Унăн пирки Британире çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех хыпарланă. Ăна Мари Дикин медалĕпе (чĕрчунсем валли «Виктори хĕресĕ»); Кăвак хĕрес, «Аметист» харçин медалĕсемпе чысланă, «Кушак аçи — тинĕс çар хĕсмечĕн отличникĕ» ята тивĕçтернĕ. Саймон патне нумай çыру килме пуçланипе «Аметист» çинче çак çырусем çине хуравлакан офицера урăх ĕçре хăтарма тивнĕ. «Аметист» кĕнĕ кашни портра Саймона чыспа кĕтсе илнĕ, чӳк уйăхĕнче карап тăван Плимута таврăнсан, ăна уйрăмах ăшшăн саламланă. Çапах та, Аслă Британие илсе кĕрен чĕрчунсене пекех, Саймона карантина ăсатаççĕ, вăл вара пĕр хушă Суррей графлăхĕнчи чĕрчунсен усрав çуртĕнче пурнать.

Усрав çуртĕнче Саймона вирус инфекцийĕ ерет. Сурансене пула инфекци сывлăха начарлатать, ветеринарсем пăхса тăрсан та, Саймон 1949 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче куçне хупать. Темиçе çĕр çын, çав шутра «Аметист» карапĕн пĕтĕм команди, Саймона Илфордра (хĕвел тухăç Лондон) пытарнă чухне пухăннă.

Унăн вилтăпри чулĕ çине çапла касса çырнă:


ПАТШАН «АМЕТИСТ» КАРАПĔ ÇИНЧЕ
1948, ÇУ —1949, ЧӲК
ХĔСМЕТРЕ ТĂНĂ
МАРИ ДИКИН МЕДАЛĔПЕ ЧЫСЛАНĂ
1949 ÇУРЛАРА ВИЛНĔ
«САЙМОНА»
АСĂНСА
ЯНЦЗЫ ЮХАНШЫВĔНЧИ ИНЦИДЕНТ ВĂХĂТĔНЧЕ
ВĂЛ ÇИРĔП ТĂНĂ

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Википедире портал пур
«Кушаксем»