Сало Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Итали социаллă республикин хĕçпăшаллă çарĕсен ялавĕ.

Сало Республики (итал. Repubblica di Salò), официаллă Итали социа́ллă респу́блики (итал. Repubblica Sociale Italiana), — çурçĕр Италин наци Германи территорийĕн фашистлă патшалăхĕ.

Малтанхи лару-тăру[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тамăрсен çарĕ Сицилине пырса кĕрсен, Дино Гранди ертсе пынă Аслă фашист канашĕ 1943 çулти утă уйăхĕнче Виктор Эммануил III пулăшнипе Бенито Муссолиние ареслет. Çĕнĕ Пьетро Бадольо маршал ертӳлĕхĕ тарăм патшалăх влаçĕсемпе калаçу пуçлать.

Çак ĕçсене Германи хутшăнать, Италин çурçĕр çĕрне хупăрласа илет. Муссолиние эсэс ятар пайĕ (Отто Скорцени) хăтарать, оккупаци тăрăхне илсе çитерет. 1943 çулти авăн, 23 Муссолини ăна хирĕç тухнă пăтăрмах пăчланни пирки хыпарлать.


Итали социаллă республики[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Республикăн тĕп хули Сало́, Ломбардири (Бреши прововинцийĕ) Гарда кӳлĕ çумĕнчи пĕчĕк хула пулса тăрать. Муссолини министр кабинетне йĕркелет.

Муссолини хăйне патшалăх пуçлăхĕ тесе шутланă пулсан та, чăннипе нимĕçсем аллинче вăл выляв пукани çеç пулнă. Çĕнĕ патшалăх туса хурсанах, Триест, Истри тата кăнтăр Тироль çĕрĕсене (1918 çулчен Австри-Венгрине кĕнĕ итал çĕрĕсем) нимĕçсем хăйсен аллине илнĕ (малтан вĕсем Виççĕмĕш Райхăн альп тата адриати «операци ярăмĕсем» шутĕнче пулнă, Итали шутне хормипе кăна кĕнĕ). Тытăмĕ хавшак пулнипе Муссолини хăйĕн кĕрӳшне, Галеаццо Чианона та вилĕмрен çăлайман, ăна аресленĕ те суд туса Веронăра персе пăрахнă.

Тамăр çарĕсемпе Хирĕçлев текĕрчисем нимĕçсене Италирен хăваласа кăларсан, Сало республики пĕтсе ларать, дучене, еркĕнĕпе пĕрле, партизансем Милан çумĕнче çакса вĕлереççĕ; уйрăм икĕ теçетке фашист режим çыннисене (Стараче, Буффарини-Гвиди, Фариначчи тата ур.) айăп туса вĕлереççĕ.

Сало Республики пирки Пьер Паоло Пазолини «Сало, есодомри 120 кун» (1975) илемлĕ фильм ӳкерет.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]