Салтак служби
Салтак хĕсмечĕ — ятарлă çар йĕрки.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]I Петĕр патша лариччен Раççейре ятарласа йĕркеленĕ çар пулман. Çарсене вăрçă вăрçнă вăхăтсенче анчах пуçтарнă. I Петĕр çар реформи, çара илмелли йĕрке туса хунă. Çак йĕрке тăрăх 1705 çултан вара 20 çул тултарнă çамрăксене салтака илме пуçланă. Çак йĕркепех 20 çул тултарнă чăваш хресченĕсене те салтака илме тытăннă.
Салтака илнĕ çыннăн хĕсметре мĕн ватăлса виличчен тăмалла пулнă. Ку йĕрке 1705-1793 çулсенче пулнă.
Салтак хĕсмечĕ чăтма çук йывăр пулнă. Вĕсен çĕршыва сыхланисĕр тата вăрçă вăрçнисĕр пуçне хăйсем тырă акса ӳстарсе пуçтарса кĕмелле, хăйсене хăйсем тăрантмалла пулнă тата ытти те. Вĕсене авланма та ирĕк паман. Салтакран уксах-чăлах, суккăр пулсан çеç киле килнĕ.
1793-1834 çулсенче салтакра 25 çул тăмалла пулнă. 20 çулхи çамрăк салтака тухса кайнă та, чипер чĕрĕ сывă пулсан, 45-46 çула çитсен тин каялла таврăннă. Ун чухне чукун çулсем пулман пирки çуран утнипе хăшĕ-пĕрисем çул çинче темиçешер уйăх пулнă. Çав вăхăтри салтак çинчен ĕнтĕ халăх хушшинче «Пуртă яшки» юмах çӳрет.
1834-1874 çулсенче салтакра 15 çул тăмалла пулнă.
1874 çулхи хушупа килĕшӳллĕн салтакăн хĕсмет вăхăтне татах кĕскетнĕ. Тип çĕр çинчи çарсенче 6 çул, флотра 7 çул хĕсметре тăмалла пулнă.
Салтак служби питĕ йывăр пулнипе салтака каяссинчен хăтăлас тесе, çамрăксем вăрмансене тарса пытанса пурăннă, хăйсене хăйсам сусалантарнă тата ытти те.
Ӗлĕкхи вăхăтра салтака кама ярассине ял халăхĕ пухăнса татса панă. Çемьере пĕр ывăл çеç пулсан, ăна салтака паман. Малтанлăха çул çитнĕ çамрăксене ялта шăпа яртарнă. Шăпа тухнисем вулăсра пухăнса тепĕр хут шăпа янă. Шăпа тухнисем никрут, 1874 çултан вара «новобранец» пулса тăнă. Вулăсра шăпа тухнă çамрăк вулăсран таврăннă чух яла кĕрсен : «Кайнă! Кайнă!» — тесе кăшкăрнă.
1720 çулсенче чăвашсене христианлăх тĕнне йышăнтарма пуçланă 1722 çулхи хушу тăрăх тĕне кĕнĕ чăвашсене салтака илессинчен хăтарнă.
Салтака кĕркунне пуçтарнă. Салтака каякана комисси пăхсан 1 уйăх е уйăх çурă малтан салтака илни çинчен пĕлтерсе хунă. Вара салтак ачи, салтака илни çинчен пĕлтернĕ кунран пуçласа, хăналанса, юрласа çӳреме пуçланă.