Сантиметр хумĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сантиметр хумĕсемхум тăршшипе 1 -10 см хушшинчи е тăтăшлăхĕпе 30 - 3 ГГц хушшинче вырнаçнă СВЧ-радиопайăркалану.

Çак диапазонри радиопайăркаланупа хальхи техникăра тĕрлĕрен усă кураççĕ.

Тĕслĕхрен, микрохум кăмакисенче тата промăçлă плазма СВЧ-хатĕрчĕксенче ĕçлев тăтăшлăхĕ 2,45 ГГц шутланать. Çак тăтăшлăх шыв молекулишĕн резонанс çăтăмĕ пулать, çапла вара шыв молекули мĕнпур апата та кĕнипе СВЧ(?)-кăмакара çак тăтăшлăхпа кирек епле çимĕçе те ăшăтма юрать. Унсăр пуçне, çак тăтăшлăх атмосфера витĕр тухаймасть, мĕншĕн тесен ăна шыв пăсĕ çăтса илет.

30 ГГц майлă тăшлăхлă пайăркаланăупа токамак плазмăна ЭЦРпа ăшăтма усă кураççĕ. Çĕр орбитинчи космос кĕлеткисемпе (çав шутра спутник телекуравĕ те) çыхăнăва ытларах C-ярăмĕн тата Ku-ярăмĕн диапозонĕсенче (тапăла пăхăр) тытаççĕ.

Спутник çыхăнăвĕнчи тĕрлĕ системăра усă куракан СВЧ кĕçĕн диапазонĕсене çапла уйăраççĕ:

Тăтăшлăх диапазонĕсем
Ячĕ Тăтăшлăх диапазонĕ, ГГц
Диапазон ячĕ РЛС тăтăшлăхĕсен диапозонĕ Спутник çыхăнăвĕн тăтăшлăхĕсен диапозонĕ
L 1,0 — 2,0
S 2,0 — 4,0
C 4,0 — 8,0 4,0 — 7,0
X 8,0 — 12,0 7,0 — 10,7
Ku 12,0 — 18,0 10,7 — 18,0
K 18,0 — 26,5 18,3 — 20,2; 27,5 — 31,5
Ka 26,5 — 40,0

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]


Шаблон:Радиохумсен диапазонĕсем